Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕтĕм-сĕрĕм айне пулар мар

03 апреля 2020 г.

Тавралăха тĕтĕмпе вараланăшăн — штраф! Хамăр пурăнакан тавралăха, сывлăша вараласран асăрханасси — кашнийĕн тивĕçĕ. Çакă пĕтĕмпех çыннăн сывлăхĕпе, унăн малашлăх пурнăçĕпе çыхăннă. Анчах та тепĕр чухне пирĕн районта та çутçанталăка сĕмсĕррĕн сăтăр, хур тăвакансем тупăнаççĕ. Çакна уйрăмах çуркунне, шыв-шур типсе субботниксем йĕркеленĕ вăхăтра тата кĕрхи ĕçсене тирпейлесе пĕтернĕ тапхăрта асăрхама пулать. Ун чухне ял çийĕн пысăк пушар евĕр тĕтĕм тăрать. Сывлăша варалама юраманнине пĕлсе тăрсах хăшĕ-пĕри кунĕпе сĕрĕм кăларать…
Çывăх вăхăтра, акă кашни ялтах субботниксем пуçланĕç. Çавăнпа та районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов граждансене урамра çÿп-çап, ытти ăпăр-тапăр çунтарма юраманнине çирĕп асăрхаттарать. Вĕсене пуçтарса контейнера пăрахмалла е ытларах пулсан çÿп-çап полигонне кайса леçмелле. РФ КоАПăн тавралăха варалассинчен сыхланмалли требованисене пăхăнман граждансене 2—3 пин тенкĕ, должноçрисене 6—15 пин, предпринимательсене 20—30 пин, юридци пĕлтерĕшлисене 150—200 пин тенкĕ штраф пама пултараççĕ. Урăхла каласан, хăвăр çурт таврашне тирпей-илем кĕртнĕ чухне те саккуна пăхăнмасан пысăк явап тытма тивет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика