Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кӳлепе тăваççĕ

09:45 11 февраля 2022 г.

Пушар машини – юртан. Чăваш Республикинчи синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн уйрăмĕсенче «Чи аван юр кӳлепи-2022» конкурс иртет. Кăçал ăна пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – тавралăха хăтлăх кĕртесси, ĕçченсен пултарулăхне аталантарасси. Пушар хуралĕнче Владимир Соколов 18-мĕш çул ĕçлет. Çулăмпа кĕрешесси ансат мар пулнине калать вăл. Конкурса хаваспах хутшăннине палăртать хĕрлĕ автана алхасма чаракан. ВЛАДИМИР СОКОЛОВ: «Эпир юртан пушар хурал машинине тума шутларăмăр. Пĕтĕм ĕçлекенсемпе пĕрле турăмăр. Халăхпа тăрăшса сăрласа туса лартрăмăр. Килте арăма кăтартрăм та: «Эсир юрпа вылятăр-им?», – тет. Пирĕн конкурс пырать терĕм». Пушар машинине чунпах пуçтартăмăр. Кустăрмасем, тимĕр ут кабини, бак тата ытти те. Пушар чаçри кашни ĕçчен хăй тӳпине хывнă. Евгений Карпов ку тытăмра виççĕмĕш çул ĕçлет. Ĕç стажне Шупашкар хулинче пуçланă. Пĕрремĕш пушар халĕ те куç умĕнчех пулнине калать. «Çулăмпа кĕрешекенсем – чăн-чăн арçынсем», – тет Евгений Карпов. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе ывăлĕ те çулăмпа кĕрешекен пуласшăн.

Первоисточник: Национальная телерадиокомпания Чувашии. - НТРК ЧР

Казённое учреждение "Чувашская республиканская противопожарная служба"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика