Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан сыхланăр

15 января 2016 г.

Çĕнĕ çул, Раштав - кашни килтех чăтăмсăррăн кĕтекен уявсем. Анчах та савăнăçлă лару-тăру вăхăтĕнче нумайăшĕ вут-кăвартан асăрханасси пирки манать, ку вара пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Ун евĕр тĕслĕхсем районта кашни çулах пулаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр ялĕнчи К. гражданин Çĕнĕ çул каçĕ умĕн мунча кĕме шут тытнă, анчах та кăмака мăрйине пушар правилисене пăхăнса туманнипе çурçĕр иртсен 2 сехетре мунча тивсе кайнă.

2015 çулта пирĕн районта 19 пушар пулчĕ (2014 çулта - 16 пушар). Пĕтĕмĕшле тăкак 7 миллион та 802 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 6-шĕ Комсомольски ял тăрăхĕнче пулса иртнĕ.

Час-часах пушарсем мĕнрен тата мĕншĕн сиксе тухни шутлаттарать. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Нумай чухне "хĕрлĕ автан" çуртсенче электричество пралукĕсем кивелсе çитнипе е вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса усă курманнипе, вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе, ятарласа чĕртсе янипе, юлашки 2-3 çулта мунча кăмакисене, мăрйисене тĕрĕс мар тунипе шар кăтартать.

Юлашки кунсенче чăн-чăн хĕл ларчĕ, юр та çусах тăрать. Çакна пула ял урамĕсене, тăкăрлăксене, çурт-йĕр таврашне çине тăрсах юртан тасатса тăмалла. Çавăнпа пĕрлех пусăсем, шыв башнисем патне пымалли çулсене уçса хумалла, шыв илме витресем тытса тăмалла, тĕрлĕ паллăсем пулмалла. Çырма-кỹлĕсенче вакăсем касма манмалла мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă ыйтусене малти вырăнта тытмалла, яланах сыхă пулмалла.

Тĕслĕхрен, пĕлтĕр февралĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче пушар сиксе тухнă. Пушара пула кил хуçисем çут тĕнчерен уйрăлнă. Ял пуçлăхĕсем çулсене юртан тасатассине йĕркелеменнине пула, çула тасатасса кĕтсе инкек сиксе тухнă вырăна пушар машинисем вăхăтра ниепле те çитеймен.

Юлташсем, вут-çулăмран сыхланăр, вут-кăвар тимсĕрлĕхе юратмасть.

С.АЛЕКСЕЕВ,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика