Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта мунчасем çунаççĕ

12 июля 2016 г.

 

Ваттисем каланă тăрăх, "Вăрă вăрлать те хăварать, пушар килет те пĕтĕм пурлăха кĕл тăвать". Кашни кунах тĕнчипе пушар мĕн чухлĕ çынна хуйхă кỹрет, çыннăн пурнăçне татать. Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 14 хутчен вут-çулăм алхаснă. Пушарта кил-çуртсем, хуралтăсем, мунчасем çунса кĕленнĕ. Тăкак - 2,040 миллион тенкĕ. Юлашки вăхăтра вара мунчасем çуннă тĕслĕх нумай. Районта 5 мунчара вут-çулăм алхаснă. Çакă чăннипех те сисчĕвлентерет. Çынсен тимлĕрех пулмалла, мунча тунă тата хутнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Юлашки çулсенче çынсем хăтлăрах пурăнас тесе шурă мунчасем тăваççĕ, хаклă йышши тимĕр кăмакасем лартаççĕ. Анчах вĕсене вырнаçтарнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене манаççĕ. Мĕн пĕлмелле-ха мунчари пушар хăрушсăрлăхĕ пирки? Мунча тунă чухне чи малтан вут-çулăм тивсе илме пултаракан вырăна тимлĕх уйăрмалла. Хутмалли кăмака çумне тимĕр татăкĕ хумалла. Нихăçан та çунма пултаракан материалсене кăмака мăрйи çывăхне ан хурăр. Мачча каштисем те унран аякра пулма тивĕç. Тата кăмака мăрйине тăтăшах хăрăмран тасатса тăрăр. Астăвăр, мунча кăмакине хутрăр пулсан тимлĕ пулăр. Ăна сăнаса, тĕрĕслесех тăрăр.

Д.ГАЛКИН,

районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика