Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика рейчĕсем иртеççĕ

12 июля 2016 г.

ÇЫНСЕНЕ пушарта вилесрен тата аманасран асăрхаттарас, вут-кăвар ан тухтăр тесе халăха ăнлантарас тĕллевпе çăлавçăсем тăтăшах профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Черетлĕ рейд Шăмăршă ял тăрăхĕнче иртрĕ, унта 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, полици уйрăмĕн тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Шăмăршă тата Энтĕрьел ялĕсенче килĕрен çỹресе, рейд бригадин членĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн пурте пĕлме тивĕç правилисемпе паллаштарчĕç. Пурне те памятка, рекомендаци тата килти хуçалăхра асăрхануллă пулмалли пирки кирлĕ сĕнỹ панă. Чăн малтан, кивелсе çитнĕ электропроводкăна вăраха тăсмасăр улăштармалли, промышленноç туса кăларнă предохранительпе çеç усă курмалли, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене юсамалли тата хăрăмран тасатмалли çинчен калаçрăмăр. Мăрьесене штукатурка тумалли тата шуратмалли çинчен те аса илтертĕмĕр. Çурт çумĕнчи хуралтăсенче, верандăпа кладовкăра плафонлă светильниксемпе çеç усă курмалла. Ĕçлекен телевизора, электроприборсене, çунакан кăмакапа газ плитине çынсăр пăрахса хăварма юрамасть. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ултă пушар пулнă. Пĕри _ çын вут тивертнипе, икĕ пушар – хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснипе, тепĕр иккĕшĕ – вутпа асăрханусăр усă курнипе, пĕр пушар _ ачасем вутпа вылянипе, пĕр пушар _ электрооборудованипе усă курмалли правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă. Ял тăрăхĕсемпе илсен, район центрĕнче _ 2, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче _ 2, Палтиел ял тăрăхĕнче – 1, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче – 1 пушар пулнă. Вĕсенче 2 çын инкек курнă. Граждансем! Вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулăр, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр!

 А.Низамов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика