Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăхшăн тăрăшаççĕ

16 июля 2016 г.

Районта пушар хуралĕн организацийĕ йĕркеленнине çирĕплетекен пĕрремĕш документ - Чăваш АССР Министрсен Канашĕн 1961 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи «Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче районти пушар чаçне йĕркелесси çинчен» йышăнăвĕ. ЧАССР шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн пушар чаçне ертсе пыма Аркадий Георгиевич Кисилева çирĕплетнĕ.

Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин штатлă структури тăрăх районсенче патшалăхăн пушар асăрхавĕн инспекцийĕсем йĕркеленĕ. Вăл районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне пăхăннă. Патшалăхăн пушар асăрхавĕн инспекцине тĕрлĕ çулсенче Г.И.Флотский, В.Н.Шварнуков, А.Г.Силов, В.В.Волков ертсе пынă. Н.А.Карабурнашев 1982-1988 çулсенче инспекцин начальникĕнче тăрăшнă, çав вăхăтрах пушар хурал гарнизонĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

1988 çулта инспекцин начальникне А.Н.Кузнецова çирĕплетнĕ. 1991 çулта вара штата чакарса патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцийĕнче тăракан автотранспорта, пурлăха çĕнĕрен йĕркеленнĕ пушарпа çăлав отрядне панă. 1992 çултан 23 номерлĕ пушарпа çăлав отрячĕн начальникĕ пулма шалти ĕçсен капитанне Анатолий Николаевич Кузнецова çирĕплетнĕ. Çак çулсенче инспекци тытăмĕнче, унта пушар профилактикин ушкăнĕ те кĕнĕ, Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Алексеевич Алексеев лейтенант /вăл начальник çумĕ пулнă/, Элĕк район каччи Вячеслав Семенович Михайлов аслă лейтенант тăрăшнă.

1998 çулта А.Н.Кузнецов начальник тивĕçлĕ канăва кайнă май унăн пуканне В.С.Михайлов йышăннă.

2001 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн пушара хирĕç кĕрешекен службине РФ Гражданла оборона ĕçĕсен, чрезвычайлă лару-тăрăва тата çутçанталăк инкекĕсене сирес енĕпе ĕçлекен министерствăна куçарнă. 2004 çулхи март уйăхĕнче  ĕçе çĕнĕлле йĕркелесен Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ пулма Шăмăршă районĕнчи В.А.Яковлев майора, инспекци начальникне В.С.Михайлов майора çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Арланкассинчи Андрей Николаевич Васильев аслă лейтенант инспекторта тăрăшнă.

2010 çулта В.С.Михайлов подполковник пенсие тухсан ун вырăнне А.Н.Васильев капитан йышăннă. Инспектор тивĕçне пурнăçлама А.Н.Сайкина шаннă. Халĕ вăл ертÿçĕ.

Эпир ял çыннисене пушартан асăрхаттарас тĕллевпе тăтăшах ялсене, шкулсене, организацисемпе предприятисене, халăх ытларах пухăнакан вырăнсене тухса çÿретпĕр. Яланах тимлĕ пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса пурăнни пире инкек-синкекрен сыхлать. Çавăнпа та кирек ăçта та тимлĕхе çухатмалла мар.

С.САРДАЕВ,
патшалăхăн пушар асăрхавĕн районти инспекторĕ, шалти ĕçсен службин капитанĕ.

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика