26 июля 2016 г.
26 июля 2016 г.
"01" _ талăкра 24 сехет ĕçлекен служба. Урăхла каласан пушар хуралĕн сотрудникĕсем хăйсен сменинче хăрах куçпа та тĕлĕрмеççĕ. Чи кирли _ яваплă служба сотрудникĕсен професси методикине лайăх пĕлни çеç мар. Пушарта е ытти инкекре йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсене хăвăрт çăласси, вут-кăвара чи кĕске вăхăтра сỹнтересси те тĕп тĕллев шутланать. Çавăнпа та вут-кăвара парăнтаракансем мăран та лỹппер пулни килĕшỹсĕр. Вĕсен ĕç тĕллевĕ: хăвăртрах, васкарах, вăхăтра!
Иртнĕ эрнере Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районта республикăри кăнтăр тăрăхĕнчи пушар хуралĕн подразделенийĕ- сем хушшинче пушарпа-прикладной спорт енĕпе ăмăрту иртрĕ. Пилĕк команда хутшăнчĕ тупăшăва: Патăрьелсем, Каçалсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем тата Тăвайсем.
Турнира уçнă çĕре Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пушара сỹн- терес тата аварипе пулăшу ĕçĕсенче пулăшас енĕпе ĕçлекен начальникĕ, шалти ĕçсен службин полковникĕ Александр Серебряков тата район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Николай Краснов хутшăнчĕç. Чăн малтанах çăмăл мар ĕçре тăрăшакансене пысăк ăнăçу, çитĕнỹ, турнира хутшăнакан пушарниксене вара уйрăммăн професси ăсталăхне кăтартма ырă сунчĕç.
Вут-кăварпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ урăхларах. Вĕсен пурнăçра тĕл пулакан инкексене, пăтăрмахсене чăн пулнă евĕр вăр-вар кăтартса памалла. Тĕрĕссипе служба сотрудникĕ- сем хăйсен тивĕçне пурте чыслăн пурнăçларĕç темелле. Профессионалсем кашни ĕçе шутлă минутпа пурнăçларĕç. Çав вăхăтра пушар машинисене шыв тултарчĕç, инкек пулнă çĕрте пусма тăрăх тăваттăмĕш хута хăпарса вут-кăвара та парăнтачĕç, 100 метрлă чăрмавсем- лĕ дистанцие чупрĕç тата ытти те. Çапах те кирек мĕнле ăмăртура та вăйлинчен вăйлисем, матурринчен матуррисем пур. Хальхинче вăйă туслăх çĕнтернипе çеç вĕçленмерĕ. Тăвайсем пур енĕпе те кăтартуллисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсем хыççăнах Каçалсем, виççĕмĕш вырăнта _ Елчĕксем. Шел пулин те чылай ăмăртура малта пынă пирĕн команда тăваттăмĕш çеç тухайрĕ. Пушарниксене автомашина хур кăтартрĕ. Çĕнех мар техника шыва ĕмсе илнĕ чухне вăйлă хăватпа ĕçлеймерĕ.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)