Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ хир спутник серепине çакланнă

02 августа 2016 г.

Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра хирсенчи улăм каяшĕсене çунтарнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Çакнашкал фактсем пушара хирĕç кĕрешмелли çирĕп-летнĕ ятарлă режим тапхăрĕнче пулсан, тĕрĕслев органĕсем уйрăм граждансене те, должноçри е юридика пĕлтерĕшлисене те пуçран шăлмаççĕ. Штрафĕ икĕ пинрен пуçласа çур миллион таранах! Андрей Валентинович хирсене тасатас тĕллевпе пурнăçлакан "операцисене" çỹлтен иртсе каякан ятарлă спутниксем туххăмрах шута илнине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе спутник серепине икĕ хуçалăх çакланнă-мĕн. Анат Туçапа Татмăш уйĕсенче йăсăрланакан тĕтĕм-сĕрĕм йăлтах çырăннă. Халĕ вара "01" служба сотрудникĕсем ытти яваплă çынсемпе пĕрле çак ĕç-пуçа тĕпчеççĕ. Апла пулсан искусствăлла "пушаршăн" пурин те саккунпа явап тытма тивет.

Сăмах май, ĕнерхи кун тĕлне районта 18 пушара шута илнĕ. Çак кунсенче çеç Шăнкăртамри Камалетдиновсен хуçалăхĕче электропроводкăран вут-кăвар алхасма пикеннĕ. Юрать-ха инкеке вăхăтра парăнтарнă. Па- тăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи патшалăх çуртĕн- че пурăнакансен туалетĕнче хыпса илнĕ вут-çулăма та çийĕнчех асăрхани çеç малалла алхасма паман.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика