Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонпа ан иртĕхĕр

05 августа 2016 г.

Дмитрий ГАЛКИН,

райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

- Пушарнăйсене тата çăлавçăсене чĕнмелли телефон номерĕсене кашни пĕлме тивĕç. Ахаль телефонран "01", сотовăйран "101", "112" номерсемпе васкавлă лару-тăрура вăхăтра шăнкăравласан хăвăрăн, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсен пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр. Анчах та чылай чухне çак номерсем иртĕхỹ инструменчĕ пулса тăраççĕ.

Çăлавçăсем хăрушлăх сигналĕпе вырăна хăвăрт тухса каяççĕ, унта çитсен вара пĕлтерỹ суя пулни паллă пулать. Палăртмалла, кун пек чĕнỹсем пушар техникипе усăсăр усă куртараççĕ, материаллă тата финанс ресурсĕсене кăлăхах тăкаклаççĕ. Кунсăр пуçне суя шăнкăравсем телефон линине йышăнаççĕ, чăнах та пулăшу кирлĕ çынсене шăнкăравласа инкек пирки пĕлтерме чăрмантараççĕ.

Астăвăр! Иртĕхекене тупма тата унăн айăпне çирĕплетме йывăр мар - çăлав службин диспетчерĕсен кашни калаçăвĕ çырăнса пырать.

Райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕ ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене асăннă телефон номерĕсем çине шăнкăравласа иртĕхме юраманни пирки ăнлантарса пама ыйтать. Практика кăтартнă тăрăх, кун пек иртĕхỹ çемье бюджетне самаях çỹхетет. Аслисен те кун пек шỹтлеме тăхтаса тăмалла. Çул çитнĕ граждансене куншăн штраф кăна мар, уголовлă яваплăх та кĕтме пултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика