Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ…

13 сентября 2016 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир чылай чухне çĕр çинчи кирек хăш профессие те ырă енчен çеç пахалама хăнăхнă. Пушарниксен, вутпа, вилĕмпе куçа-куçăн кĕрешекенсен ĕçне вара урăхларах хаклас килет. Чăнах та вĕсен службинче чикмекпе васкавлăн çỹлелле хăпарма та, противогазпа вăр-вар усă курма та, çăра тĕтĕм ăшĕнче çỹреме те, сикме-чупма, йывăр япаласене йăтма та хăнăхма пулать темелле... Анчах чи-чи хăрушши _ çак профессиллĕ çынсем теприн пурнăçне çăлас тĕллевпе кашни минутра хăйĕн шăпипе теветкеленнине пĕлсе тăни. Çавăнпа вĕсен профессийĕ чăннипех йывăр. Çапах _ пархатарлă, хисеплĕ.

Çак кунсенче "01" службăра чĕрĕк ĕмĕр ытла тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕпе, Тикешре пурăнакан Н. Егоровпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Отставкăри майорпа истори страницине çырăннă çулсене аса илнĕ май, чăн малтан ветеранăн куçĕ умне вут-кăварпа çыхăннă йывăр самантсем кинокадр евĕр мĕлтлетрĕç-тĕр. "Пирĕн служба сотрудникĕсен вутра çунма та, шывра путма та юрамасть. Районти пушар чаçĕнче тĕрлĕ должноçра _ инспектортан пуçласа начальник таранах _ пиçĕхсе çакна лайăх туйрăм. Пушар чаçне килекен кашни шăнкăрав хыççăн чун сỹ! туса кайни халĕ те асрах. Тĕрĕссипе, паян та сирена кăшкăртса васкакан хĕрлĕ автомашинăна ахаль çын куçĕпе мар, урăхла хаклама пăрахаймастăп-ха: вăхăтра пулăшма ĕлкĕрчĕç-ши, пушарта никам та вилмерĕ-ши?.. Мĕншĕн тесен ун пек чухне пирĕн сотрудниксемшĕн кашни минут ылтăнран хаклă",_ тỹрех эмоцилле калаçу теми çине куçрĕ МЧС ветеранĕ Николай Афанасьевич. Ун хыççăн 1972 çулхи çу кунĕсенче Упамсара вăрман çуннă хăрушă вăхăтсене аса илчĕ. Ун чухне пушарниксен талăкĕ-талăкĕпе ĕçленĕ, служба паттăрĕсен (çаплах калас килет) куç хупса канлĕ канма та вăхăт пулман. Районти çеç мар, республикăри чылай пушар чаçĕн специалисчĕсем икĕ эрнене яхăн вăрманта алхасакан вут-çулăма парăнтарас тесе тăрмашнă. Ятарлă служба сотрудникĕсемпе юнашарах ял çыннисем те май пур таран хăрушлăха сирсе ярас тесе тăрăшнă. Акă мĕнле аса илет Упамсари синкерлĕхе А. Леонтьев ĕç ветеранĕ:

_ Тăван ялшăн çак синкерлĕх яланлăхах асра юлĕ. Ун чухне Упамсаран мĕнпур ачасене, ватă çынсене кỹршĕ ялсене ăсатрĕç. Çынсем пурте хыпăнса ỹкнĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмаççĕ, пурлăхĕсене инкекрен хăтарса хăварас тĕлĕшпе шăтăксем чаваççĕ, япалисене урăх çĕрелле куçараççĕ. Çатăртатса çунакан вăрман енчен кăварлă çулçăсем яла çитиех вĕçсе çитетчĕç. Кашнийĕ куç хупмасăр унталла та кунталла тăсăлакан вут аллинчен сыхă тăнă. Юрать-ха, Упамсасене ырă Пỹлĕх сыхларĕ. Вăл шутра мана та Турă хĕрхенчĕ тесе калас килет. Акă мĕншĕн. Пĕр кунĕнче çунакан вăрман ăшĕнчи картунта тăрса юлнă пилĕк çынна шыраса тупса илсе тухма, вĕсен пурнăçне çăлма тиврĕ. Çакна аса илсен халĕ те чун çỹçенет. Икĕ айккипе çатăртатса тăракан вăрманти тĕтĕм-сĕрĕме пăхмасăр автомашинăпа сакăр çухрăм шалалла кĕме тиврĕ! Ун чухне хамăн шăпа пирки шутлама та пĕлмен-ши?

Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те çынсем Александр Степанович пекех пушара пĕрлехи вăйпа парăнтарнă, инкеке лекнисене алă тăсса пулăшнă... Темиçе çул каялла Хурама Тварти пушарта районти "01" служба сотрудникĕсем икĕ пĕчĕк чиперккен пурнăçне çăлассишĕн мĕнле тăрăшни паян кун та куç умĕнче-ха. (Ĕçри тивĕçĕмпе пушар хуралĕн инспекторĕ- семпе çула тухсан унта çакланнăччĕ). Алăкран та, кантăкран та явăнакан çулăма пăхмасăр пушар сỹн- терекенсем хĕрачасене çăлас тĕллевпе малтан пĕри, кайран тепри çăра тĕтĕме хирĕç талпăнать. Юлашкинчен пĕр çамрăк пушарник чăтаймарĕ, ниме пăхмасăр çунакан пỹрте кĕрсе кайрĕ те чĕри тапма чарăннă ачасен кĕлеткисене йăтса тухрĕ... "Çакă манăн ĕçре чи йывăрри...",_ терĕ йывăррăн хаш! сывласа.

МЧС ветеранĕ Н. Егоров пушар хуралĕн пурнăçĕн- чи çакнашкал сюжетсене сахал мар аса илчĕ. 26 çул районти чрезвычайлă лару-тăру хуралĕнче тăрăшнă шурсухал паян та çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Пушар хуралĕнчи ветерансен канашĕн ертỹçи хальхи вăхăтра та çамрăк инспекторсене усăллă канашсемпе пулăшать. Ват "лаша" йăрана пăсмастех ĕнтĕ. Наставникăн ку тĕлĕшпе хăйĕнчен кĕçĕнрех ĕçтешĕсене канаш-сĕнỹ пама ĕç опычĕ те, ăс-хакăлĕ те çителĕклĕ.

А. ЕГОРОВА.

Цифрăсемпе фактсем

Ку таранччен районта 24 пушар пулнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3 тĕслĕх сахалтарах.

Вут-кăварпа пулнă инкексенче кăçал иккĕн вилнĕ, иртнĕ çул 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Çулталăк пуçланнăранпа пушарсенче 2 миллион та 274 пин тенкĕлĕх пурлăх юрăхсăра тухнă, иртнĕ çул çак вăхăтра _ 2 миллион та 355 пин тенкĕлĕх .

Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, вут хутнă чухне асăрханманни, ачасем шăрпăкпа ашкăнни...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика