Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Геннадий ПРОХОРОВ: Пурнăçра чи киревсĕрри – кĕвĕçÿ, курайманлăх, ăмсану

16 сентября 2016 г.

«Тăван çĕршыва хÿтĕлесси арçын тивĕçĕ пулни çинчен пире пĕчĕкрен каланă, вĕрентнĕ», — тет Геннадий Прохоров. Вăл 1985-1987 çулсенче Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă. Халĕ çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывать.

Прохоровсем Атăл леш енчи Çурçĕр поселокĕнче пурăнаççĕ. Геннадий Валентинович Сосновкăри 9-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлет. «Чăн-чăн пушарнăй вăл. Тĕп тивĕçсене пурнăçланисĕр пуçне общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупать. Çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине, халăх хушшинче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентессине тĕпе хурать. Çут тĕнчене ахаль пурăнса ирттерме килмен вăл», — çапла хак пачĕ пирĕн черетлĕ кăларăм хăнине

9-мĕш ПЧ пуçлăхĕ Александр Трифонов.

Вăрçăри туслăх — ĕмĕрлĕхе

Геннадий Прохоровăн шухăшĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин каланă сăмахсемпе — «Патриотизм — наци идейи» тенипе — тÿр килеççĕ.

— Кашни çыннăн патриот пулмалла, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна хÿтĕлемелле, — тет вăл. — 9-10-мĕш классенче НВП /пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ/ урокĕсем пурччĕ. Çак предмета эпир юратса вĕреннĕ. Арçын ачасем кашни урока кирза атă тăхăнса каятчĕç. Темĕнле хăйнеевĕрлĕ çирĕпленнĕ йăла пулнă вăл. Хамăра чăн-чăн салтаксем пек туяс килнĕ-ши?

Ачалăхри йăпану каярахпа чăнлăха куçасси пирки шухăшланă-ши? Ахăртнех, çук. Анчах урокра пухнă пĕлÿ хаяр тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулсан пулăшнах. Геннадий класĕнче сакăр арçын ача вĕреннĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ Афганистан вăрçине хутшăннă.

1985 çулхи çуркунне Канашран çамрăксен пысăк ушкăнĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайнă. Çав йышра Геннадий Прохоров та пулнă. Чăваш каччин служба кунĕсем Туркестан çар округĕнче, Совет Союзĕн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă Кушка хулинче, пуçланнă.

— Икĕ уйăхран Афганистана куçрăмăр. 602-мĕш батальонра 100 ытла чăваш ачиччĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен. Эпир туслă пурăннă, çарта вăй илнĕ туслăх халĕ те çирĕп. Пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулатпăр, хуйха-суйха, савăнăçа яланах пĕрле пайлатпăр, — каласа кăтартать Геннадий Валентинович. — Унсăрăн епле-ха? Йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттернĕ, пĕр банка консерва, типнĕ çăкăр сăмсине пĕрле пайласа çинĕ.

Афганистанри служба вăхăтĕнчи тава тивĕçлĕ ĕç­сем­шĕн Г.Прохорова «Воин-интернационалиста тав тăвакан афган халăхĕнчен» медальпе, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн «Воин-интернационалиста» Хисеп хучĕпе чысланă.

Иккĕмĕш хут çуралнă

Шăпа чăваш ачипе шÿтлемен. Унăн чăтăмлăхне, харсăрлăхне темиçе хутчен те тĕрĕсленĕ. Вилĕмпе куçа-куçăн та тăратнă... Служба тивĕçĕсене Геннадий 602-мĕш автомобиль ротинче пурнăçланă, Туругунди провинцийĕнчен Кандагара топливо, апат-çимĕç, ытти груз турттарнă.

— Пĕр каçра çур метр хулăнăш юр çуса лартрĕ. Пирĕн 1800 метр çÿллĕш ту урлă каçмалла. Пĕр кун кĕтетпĕр, иккĕ — юр ирĕлмест. Виççĕмĕш кунне приказ илтĕмĕр. Каймалла! Пĕрремĕш каç пĕр сăрт /унти сăртсем питĕ тăсăк/ урлă каçрăмăр, тепĕр каç теприне хыçа хăвартăмăр... 14 тонна дизтопливо тиенĕ машинăна сăрталла хăпарма йывăр. Юрлă-пăрлă çул çинче кустăрмасем пушăлла çаврăнса тăраççĕ. Юлашкинчен пĕр вырăнта тытăнса тăраймарĕ — машина хыçалалла кусса анса кайрĕ. Мана çав вăхăтра Турă çăлчĕ-ши? Хомп! Машина ту хысакĕнчен çакланса ларчĕ. Сылтăмалла анса кайнă пулсан вилле те шыраса тупаймастчĕç, — Геннадий Валентинович синкер çак саманта аса илсе калаçнă чухне кирек камăн çан-çурăмĕ тăрăх та сивĕ чупса иртетех.

Çав кун Геннадий 19 çул тултарнă. Вилĕм аллинчен хăтăлса юлнă чăваш каччишĕн раштавăн 8-мĕшĕ иккĕмĕш хут çуралнă кун пекех пулнă.

Вăрçă вăл шелсĕр те, чунсăр та. Никама та хĕрхенмест. Афган вăрçине Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ 5692 офицерпа салтак хутшăннă. Душмансем 115 чăваш ачин пурнăçне вăхăтсăр татнă. Тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă. Афган çĕрĕнче выртса юлнисен хушшинче Геннадий юлташĕ те пур. Канаш районĕн каччи Вячеслав Львов ыран киле каймалла тенĕ чухне куçне яланлăхах хупнă: вĕсен колоннине душмансем тапăннă.

— Турăран ыйтса каланăччĕ: киле ырă-сывă таврăнса мăшăр тупса авлансан ывăла юлташ ятне паратăп. Чăнах та, ĕмĕт пурнăçланчĕ, сăмаха тытрăм, — терĕ Геннадий Валентинович.

Прохоровсен аслă ывăлĕ Славик ашшĕн çулĕпе кайнă, РФ МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни Григорий — инженер-электрик. Ăна аслашшĕн ятне панă.

Пăрук йăхĕ

Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнчи Прохоровсем — авалхи питĕ йышлă йăх.

— Хамăн тăвансене сакăр ăру таран тупрăм. Йăх йывăçĕ 1850 çулта тымарланса хальхи вăхăта çитнине кăтартакан ÿкерчĕк хатĕрлерĕм. Прохоровсен йышне кĕрекен çынсем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Чикĕ леш енче тĕпленнисем те пур, — каласа кăтартрĕ Геннадий. Вăл йăх паллине те тупнă. Ватă чăваш Пăрук пуçарса янă йăх-несĕл паян тăватçĕре яхăн çынран тăрать.

Геннадий хăй те йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Валентин Григорьевичпа Елизавета Кирилловна ултă ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ, ырă-сывă пăхса ÿстернĕ. Çемьен пурнăçĕ çăмăл пулман, анчах мăшăр яланах пĕр-пĕрне хисепленĕ, юратнă, пулăшса пынă. Ачисене те çак пахалăхсене тĕпе хума вĕрентнĕ, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çĕршывшăн усăллă çынсем ÿстернĕ. Прохоровсен ултă ывăлĕ те салтакра пулнă. Пĕтĕмĕшле шутласан вĕсем çĕршыв хуралĕнче 15 çул тăнă. Эх, анне чĕри! Ултă ывăла килтен кăларса ярса кĕтсе илесси мĕн тери тертлине Елизавета Кирилловна кăна пĕлет! Мĕн тери паттăр вăл анне! Аслă ывăлĕ Витя 1980 çулта салтака кайнă. Чи кĕçĕнни Костя 1995 çулта служба тивĕçĕсене пурнăçласа яла таврăннă. Вăталăххисенчен пĕри Геннадий аякри Афган çĕрĕнче пулнă вăхăтра унăн чĕри мĕнлерех тапнă-ши?

Амăшĕн ăшпиллĕхĕ те чăваш каччине йывăр вăхăтра пулăшса пынах. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа тăван тăрăха вăл ырă-сывă таврăннă. Çакă мар-и-ха чи пысăк çĕнтерÿ?

Пĕрремĕш утăм тума йывăр

Эсĕ тăшмана вĕлернĕ-и? Тем те пĕлме тăрăшакан ачасем тĕлпулусенче çак ыйтăва яланах параççĕ.

— Турри сирчĕ, ахăртнех: никама та вĕлермен, ун пекки пулман. Ачасем çар ĕçĕпе питĕ кăсăкланаççĕ. Юлашки çулсенче интерес тата та вăйланчĕ, — тет Геннадий Валентинович.

Общество ĕçне хастар çамрăк салтакран таврăнсанах кÿлĕннĕ. Пĕрремĕш хут шкул ачисемпе вăл тăван ялĕнче тĕлпулу йĕркеленĕ. Çав саманта вăл куларах аса илет:

— Ун чухне вĕрентекенсем çамрăкчĕ, пирĕнтен тăватă-пилĕк çул аслăрах-ши? Пире, тăватă çамрăка, тин салтакран килнĕскерсене, шкула йыхравларĕç. Хăраса ÿкрĕмĕр: ачасене мĕн каласа кăтартмалла? Çапах та вĕрентекен пулăшса пынипе чĕлхе уçăлчĕ.

Халĕ вара Геннадий Валентинович Заволжье шкулĕнче, тĕп хулара, республикăра иртекен мероприятисене хутшăнмасăр юлмасть. Унта вăл хăй ирĕкĕпе те, йыхрав янипе те каять. Сосновка шкулĕнчи Вячеслав Садовников вĕрентекенпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ вĕсем. Ачасем час-часах пушар чаçĕнче экскурсире пулаççĕ. Геннадий Валентинович вĕсене пушар машинипе паллаштарать, огнетушительпе усă курма вĕрентет, пушарнăй тумне тăхăнма хăнăхтарать. Çавăн пекех пушарнăйсем ачасене вăрманта асăрхануллă пулма, симĕс пуянлăха упрама хăнăхтараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Сосновка шкулĕн ачисем пушарпа кĕрешессипе çыхăннă спорт ăмăртăвĕсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Геннадий Валентинович çавăн пекех тăван ялĕнче, Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче, темиçе çул ĕнтĕ Çĕнтерÿ кунне халалласа «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелет, шкулта паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Çак ĕçе ачалăхри юлташĕсене те явăçтарать. Хăйсен ялĕнчи шкул ачисене вăл пушарнăй тумне те парнеленĕ.

— Çур çултан вĕрентекен шăнкăравлать: «Гена, эпир иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр». Ăçта? Мĕнле? Вĕсем пушарнăйсен тумне хывса тăхăнас енĕпе ăмăртăва хутшăннă иккен. Вăт, манăн парнен те усси пулнă, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм.

ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче Тăван çĕршыв умĕнче таса тивĕçе пурнăçланă, халĕ те стройра пулма тăрăшакан воин-интернационалистсене халăх асĕнче хăварассине, вĕсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа кăтартассине пысăка хураççĕ. Çавна май архивистсем паха ĕç пуçарнă: Афганистан вăрçин ветеранĕсен докуменчĕсен коллекцийĕсене йĕркелеççĕ. Чи малтисен йышĕнче Геннадий Прохоров хăйĕн çарти сăнÿкерчĕкĕсене, çырăвĕсене, пĕлтерĕшлĕ тата хаклă ытти хута архива çитернĕ.

Кашниех хаклă

Салтакран таврăннă хыççăн Геннадий тăван колхозра ĕçленĕ. Çĕрпÿ техникумĕнче механике вĕреннĕ. Каярахпа Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Халĕ вуникĕ çула яхăн — пушарнăй. Кирек ăçта та вăл шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна çирĕплетекенни — вун-вун Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕсем, медальсем...

— Манăн 19 штук вĕсем. Кашниех хăйнеевĕр хаклă. Кашниех вăл е ку пулăма аса илтерет, — тет Г.Прохоров.

Юлашки çулсенче патриотизм ыйтăвĕсемпе хастар ĕçленĕшĕн те чылай наградăна тивĕçнĕ вăл. Çак шутра «Çарпа патриотизм ĕçĕнчи хастарлăхшăн» медаль, «Каскада — 10 çул» награда... Геннадий Прохоровăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсен шутĕнче çамрăк ăрупа хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусемпе, çак шутра салтак чысĕпе тивĕçĕ, йĕркеленĕ тĕлпулусемпе калаçусене палăртма кăмăллă. Çавăн пекех вăл Атăл леш енче пурăнакан çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас, спорт ăмăртăвĕсене хатĕрленсе ирттерес, çамрăк армеецсен юхăмĕн, «Орленок», «Зарница» вăйăсен, туризм слечĕсемпе ăмăртăвĕсен хастарĕсене алă вĕççĕн кĕрешме, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, стройпа утма вĕрентес ĕçе пысăк тÿпе хывать.

Ырă кăмăллă, ыттисене усал сунман, çынсене, çут çанталăка юратакан, шÿтлĕ сăмаха ăнланакан... Çак сăмахсем Геннадий Прохоров ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-калаçăвĕпе тÿр килекенскерсем.

— Пурнăçра, çемьере чи кирли — пĕрне пĕри ăнланни, пулăшса пыни. Чи киревсĕрри — кĕвĕçÿ, курайманлăх, ăмсану, элеке ĕненни. Çаксенчен пĕри чун-чĕрене кĕрсе вырнаçсан этеме нимĕнле пуянлăх та çăлаймасть, — çак сăмахсене Геннадий Валентинович час-часах калать. Çывăх çыннисене те, пĕрремĕш хут тĕл пулакансене те... Мана та шухăша ячĕç вĕсем, пурнăçа, ĕç-хĕле урăхла пăхса хакламаллине систерчĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика