07 октября 2016 г.
Вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, йĕркене пăхăнманни.
Электрооборудованипе электропроводсем яланах юсавлă пулмалла, вĕсене пăхса тĕрĕслесех тăмалла, кăлтăка асăрхасассăн çийĕнчех улăштармалла е юсамалла. Килтен тухса кайнă чухне электроприборсене розеткăсенчен кăларса хăварма ан манăр.
Шел пулин те, вăхăтра асăрханманни пушар патне илсе çитерет. Сăмахран, электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курнипе районта 2014 çулта 7 хутчен вут-çулăм алхаснă, пĕлтĕр 8 пулнă, кăçал вара 8 хутчен пушар тухнă. Сăлтавĕ-çуртсемпе хваттерсене тĕрлĕ электрооборудованипе хăй тĕллĕн ăшăтни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни.
Çавăнпа та тимлĕх пирки ан манăр. Пушартан сыхланăр, вут-çулăм тухнине асăрхасассăнах "112" телефонпа шăнкăравлăр.
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"