14 октября 2016 г.
КИВĔ Катекре пурăнакан Дергуновсем хăйсен айăпне пула чутах çуртсăр-йĕрсĕр тăрса юлман. Çак кунхине ирхине кил хуçи лаçри хуран айне выльăх апачĕ пĕçерме чĕртнĕ те хăй выльăхне курăк çине кăкарма кайнă. Нумай тăмăп, çаврăнăп та килĕп тенĕ курăнать. Çак шутлă вăхăтра вара кăмакари кăвар сиксе ỹкнĕ те ытти ăпăр-тапăра ярса илнĕ. Юрать-ха, телее тенĕ пек, ырă кỹршисем тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пикенсенех вĕсем патне чупса каçнă, вут-çулăма малалла сарăлма паман. Каярахпа "01" служба машинисем килсен вара ăна йăлтах лăплантарнă. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пахча çимĕç юлашкийĕ- сене выльăхĕсене самăртма пĕçерсе параççĕ. Çавăнпа та çунакан кăмакана пăрахса хăварса никамăн та унталла-кунталла çỹремелле мар, ăна пăхсах, асăрхасах тăмалла. Районĕпе ку таранччен 27 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра пушарниксем вут-çулăмпа 32 хутчен куçа-куçăн кĕрешнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)