19 октября 2016 г.
Шкулсенче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан мĕн тумалла?
Çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăракан инкек-синкекрен мĕн ачаран асăрханма, хÿтĕленме пĕлмелле. Районти шкулсенче граждан оборонин уйăхлăхне хутшăнса вĕренекенсене класс сехечĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентеççĕ, практика тренировкисем йĕркелеççĕ.
Хăвăлçырмари тĕп шкулта та инкек-синкекре хăйсене мĕнле тытмаллине кăтартса тренировка занятийĕ ирттернĕ. Ума лартнă задачăсене пурте, çав шутра пĕрремĕшсем те, тивĕçлипе пурнăçланă.
Аслă Таяпари тĕп шкулти Г.Малова вĕрентекен пиллĕкмĕшсемпе чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли пирки класс сехечĕ ирттернĕ.
Патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - граждансене тата çĕршывăмăра пĕтĕмĕшле хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Граждан оборонин тытăмне пушара хирĕç кĕрешекен служба, граждан оборонин çарĕ, авиаци, шыравпа çăлав подразделенийĕсем кĕреççĕ. Вĕсем талăкĕпех ĕçлеççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"