25 октября 2016 г.
Районта тухакан пушарсем ытларах чух сыхлăх правилисене пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăнпах ĕнтĕ кил-çуртсемпе хуралтăсем çунса кĕлленеççĕ. Çынсем темшĕн-çке инкек тỹснĕ хыççăн кăна хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалли çинчен ăнланса илеççĕ. Вĕсем вут-кăварпа малашне асăрхануллă пулаççех ĕнтĕ. Анчах та ыттисем пирĕн килте унашкалли пулмĕ теççĕ-ши? Вут-çулăм тухасси патне илсе çитерекен çитменлĕхсем чылай кил хуçалăхра пур пулин те, вĕсене пĕтерме васкамаççĕ.
Кĕркунне хыççăн сивĕ хĕл те аякра мар. Кăмакасене тепĕр хут пăхса тухни кансĕрлемест. Çурăксене тăмпа хăйăр хутăшĕпе сĕрсе тухмалла. Сĕрĕм тухнине палăртма кăмакана та, мăрьене те шуратмалла.
Кăмака умне 50х70 сантиметр сарлакăш тимĕр листи çапмалла.
Мачча витĕр тухнă вырăнта мăрье хулăнăшĕ 38 сантиметртан кая мар пулмалла, мăрьепе мачча хушăкне асбестпа питĕрмелле.
Çунакан кăмакана пăхакансăр хăварма юрамасть. Çак ĕçе ачасене шанмалла мар. Кăмакара çунакан вутă çурта ăшăтать, анчах тимсĕррисене пысăк шар та кăтартма пултарать.
Н.ПАВЛОВ, пушар чаçĕн начальникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"