08 ноября 2016 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх Комитечĕн приказĕпе тата «Хутмалли сезон», «Пурăнмалли çурт-йĕр» операцисен планĕпе килĕшỹллĕн, районти пушара хирĕç кĕрешекен служба ĕçченĕсем килтен киле çỹресе халăха вут-кăварпа сыхă пулмалли çинчен асăрхаттараççĕ. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесемпе пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче ытларах пулма тăрăшатпăр, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсене те çирĕп контроле илтĕмĕр.
Сивĕсем пуçланнă май, кил-çуртра пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Вут-кăвар тухнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: хутса ăшăнмалли системăпа усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни, электросеть кивелсе çитни, юсавсăр электрооборудованипе усă курни, ачасем шăрпăкпа выляни, ỹсĕрпе сигарет туртса пушар кăларни.
Кăçалхи тăхăр уйăхра районти граждансем пурăнакан вырăнта 13 пушар, ытти çĕрте 2 пушар тухнине регистрациленĕ, сиен сумми 877521 тенкĕпе танлашать. Пушарта икĕ çын пурнăçĕ татăлни уйрăмах чуна ыраттарать.
Граждансем! Вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли çинчен пĕр саманта та манар мар, ача-пăчана та асăрхаттарсах тăрар. Пушар тухас хăрушлăх юнашарах тăрать, «пирĕнпе ним те пулмĕ-ха» тесе лăпланса пурăнар мар.
А.НИЗАМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"