23 ноября 2016 г.
Кăçал районта 13 пушар пулнă /пĕлтĕр - 14/. «Хĕрлĕ автан» 985 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Иртнĕ çулсенчи пекех пушарсем ытларах пурăнмалли çурт-йĕрте тухаççĕ. Кăмакапа пĕлсе усă курманран çак уйăхра кăна икĕ хуçалăхра мунча кĕле çаврăнчĕ.
Çавăнпа та кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çанталăк сивĕтме пуçланăран мунчасене вĕрирех тума тăрăшатпăр. Ăшши лайăх, анчах вут хутнă кăмакасене пăхсах, вĕсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Енчен те кăмака çурăк пулсан çулăм ытти çĕрелле кайса та хыпса илме пултарать.
Хутакан кăмакаран урайне çулăм ÿксе хыпса илесрен асăрханса 2 мм хулăнăшлă 50х70 см тимĕр листи çапса хумалла. Кăмакасене хăвăрт хыпса илекен шĕвек сапса тивертме юрамасть. Кун пек чухне кăмака сирпĕнсе каяс хăрушлăх пысăк. Кăмака патне вутă илсе кĕрсе хуни те инкек патне илсе пыма пултарать. Хутнă чухне хупă алăкпа çунтармалла. Çунса пĕтнĕ хыççăн кĕлне е шлакне ятарлă вырăна кăларса пăрахмалла та шыв сапса сÿнтермелле. Кăмака умĕнче япала типĕтме те, вутă типтĕр-ха тесе купаласа хума та юрамасть.
Вут-кăвар ниме те, никама та шеллемест. Инкек куçран пăхса килмест. Çавăнпа та хутнă кăмакана тимлĕхсĕр ан хăварăр.
Пушар тухнине асăрхасанах пĕр тăхтаса тăмасăр 01, 112 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламалла. Пушартан асăрханманни эсир ĕмĕр тăршшĕпе тарпа ĕçлесе тунă мĕнпур пурлăха тĕп тăвать.
Источник: "Елчĕк Ен"