25 ноября 2016 г.
2016 çул - МЧС тытăмĕнче Пушар хуралĕн çулталăкĕ. Çак кунсенче республикăра службăри професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртнă. "Паттăрлăх çăлтăрĕ - 2016" кубокпа диплома Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕ Михаил Юрьевич Кузьмин та тивĕçнĕ.
Ыркăмăллăх, ыттисене пулăшма васкани - çак енсене чи малтан асăнчĕç пĕрле ĕçлекенсем. Пысăк çитĕнỹпе - "Республикăри чи лайăх пушарник" хисеплĕ ят илнипе - чун-чĕререн саламларĕç ĕçри юлташне.
-Ку вăл пĕр çын ỹсĕмĕ кăна мар, пĕтĕм коллектив ĕçне хаклани, - кăмăллăн хуравларĕ каччă.
Виççĕмĕш çул кăна-ха Михаил пушар хуралĕн ĕçĕнче. Çар служби хыççăн вырнаçнă кунта. Маларах Шупашкарта техникумра вĕреннĕ. Профессипе çыхăннă зонăри ăмăртура кăçал Тăвай команди мала тухса республикăри тупăшăва хутшăннă. Паллах, çĕнтерỹре М.Кузьминăн тỹпи пысăккине, вăл спортпа туслă пулнине палăртрĕ пушар чаçĕн начальникĕ Н.Г.Павлов. Унăн ĕçри ăсталăхĕпе çыхăннă темиçе тĕслĕх илсе кăтартрĕ.
Пĕлтĕр Тăвай ялĕнче пĕр кил хуçалăхра мунчаран пушар тухнă. Пултаруллă пушарник составĕ ĕçе пĕлсе йĕркеленипе вут-çулăма пурăнмалли çурта куçма паман.
Тепĕр тĕслĕхĕнче дежурствăран тин тухнă Михаил Юрьевич ĕçтешĕсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ. Вут-кăвара сỹнтерекенсем вăхăтра çитнипе кăна çулăм ытти кил хуçалăхсене сиксе ỹкмен.
Çул-йĕр инкекĕнче шар курнисене васкавлă пулăшу киличчен пулăшнисем те пĕрре çеç пулман.
-Шанчăклă. Пур енĕпе те маттур. Тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлать. Хăйне çирĕплетсе панă пурăнмалли сектор участокĕнче профилактика ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать, - терĕ вăтăр çул ытла пушар чаçĕнче вăй хуракан В.Д.Ананьев. -Темле лару-тăрура та çухалса каймасть, тĕрĕс йышăну тума пултарать.
Шăпах çакăнтан килет те асăннă службăн ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕ. Район территорийĕнче кăçалхи 10 уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен инкексен хисепĕ чакнă (2015 - 12, 2016 - 9).
Тăвайри Юрий Ивановичпа Альбина Ревовнан ывăлĕпе мухтанмалли пурах. Хĕрĕ Оксана та кун-çулне тăван ялпа çыхăнтарнă, ача садĕнче воспитательницăра тăрăшать.
Р.ШУМОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Тăвайри пушар чаçĕн ĕçченĕ Михаил Юрьевич Кузьмин наградăсемпе.
Источник: "Ял ĕçченĕ"