Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарниксем кун сиктерсе вут-çулăмпа кĕрешнĕ

31 января 2017 г.

Юлашки кунсенчи Кăшарни сиввисенче районти "01" служба сотрудникĕсен кун сиктерсе вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Эрнекун каçхине Шăнкăртамри Пазюковсен хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă. Кун сиктерсе, январĕн 29-мĕшĕнче вара пушарниксен умлă хыçлă вут серепине çакланнă çурт-йĕрсене çăлма васканă. Кăнтăрла иртсен Патăрьелĕнчи Бармаковсен, ун хыççăн каллех Шăнкăртамри Емакова хуçалăхĕсенче сиксе тухнă инкексене парăнтарас тĕллевпе шартлама сивве пăхмасăр вутпа кĕрешнĕ. Шел пулин те, виçĕ тĕслĕхĕнче те инкексем кил хуçисене чылай тăкак кỹнĕ, шар кăтартнă. Юрать-ха, пурте çурт-йĕрне синкерлĕхрен страхланă. Пысăк тăкакăн пĕр пĕчĕк пайне те пулин саплаштарма пулать темелле.

Пушар надзорĕн инспекторĕсен пĕтĕмлетĕвĕнчен çакна та палăртса хăвармалла. Юлашкинчен пулнă виçĕ пушарăн сăлтавĕ те электричествăпа çыхăннă. Çавăнпа та электрооборудованисемпе усă курнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла, кивĕ электропăралуксене вăраха ямасăр çĕнетмелле, юсамалла.

Сăмах май каласан, çĕнĕ çулта районта ултă пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен икĕ тĕслĕх ытларах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика