Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру тĕллевĕсене пурнăçласа

03 февраля 2017 г.

Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру тĕллевĕсене пурнăçласа

 

Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ çак кунсенче. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăрун пĕрлехи системăн районти организацийĕн 2016 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ тата 2017 çулхи задачăсене палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Чайкин доклад тунă. -2016 çулта халăха тата район территорине хỹтĕлес ыйтăва пысăк тимлĕхре тытнă, - тенĕ Валерий Васильевич. Ял тăрăхĕсенчи, районти организацисенчи аварипе çăлав службисем чрезвычайлă лару-тăрусемпе вут-кăвар сиен кỹрессине чакарас енĕпе чылай ĕç тунă.

Районти пурнăçа тивĕçтерекен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх энергетика, газ хуçалăхĕн объекчĕсене аварисĕр ĕçлеттернĕ. Хĕлле автомобиль çулĕсен пахалăхне тата вĕсем тивĕçлĕ шайра пулнине пăхса тăнă. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине лайăхлатас, шыв объекчĕсенче çынсен пурнăçне хăрушсăрлатас енĕпе те тăрăшнă. Тăвай енри эпидеми лару-тăрăвне отчетлă тапхăрта тимлĕхре тытнă.

Пĕлтĕр районта çут çанталăкри тата техногенлă характерлă чрезвычайлă лару-тăру пулман. 2016 çулта, маларахри çулхипе танлаштарсан, вут-кăвар тухасси чакнă, 3 тĕслĕх сахалланнă.

Çул-йĕр çинче 7 хутчен инкек пулнă, 2015 çулта - 8. Аварисенче пĕлтĕр 8 çын сусăрланнă, 2015 çулта - 14, виçĕмçул çул-йĕр инкекĕсенче 2 çын вилнĕ, пĕлтĕр - 1.

Шывра пĕр инкек пулнă, 2015 çулта виçĕ çын путнă, çав шутра - 2 ача.

"Халăх пурнăçĕн тата Тăвай районĕн территорийĕн 2012-2020 çулсенчи тапхăрĕнчи хăрушсăрлăха ỹстересси" муниципаллă программăна пурнăçа кĕртсе пĕлтĕр те чылай мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене ирттерме 2338,8 пин тенкĕ (2015 çулта - 2115,9) тăкакланă. Çав шутра асăннă программăн çумпрограммисене пурнăçлама пĕлтĕр 2135,1 пин тенкĕ пĕтернĕ (2015 çулта - 1629,6 пин тенкĕ). Диспетчер службине тытса тăма - 662,6 пин тенкĕ тăкакланă, районти ял тăрăхĕсенчи муниципаллă пушар хуралĕсене ĕçлеттерме - 1472,5 пин тенкĕ.

Ларура районти надзор ĕçĕсен пайĕн тата пушар чаçĕн начальникĕсем В.Михайловпа Н.Павлов, "Газпром газораспределение Чебоксары" обществăн Канашри филиалĕн начальникĕ В.Семенов, "МРСК Волги" "Чувашэнерго" обществăн Кăнтăрти филиалăн районти электричество сечĕсен ертỹçи Т.Иванов çỹлерех асăннă темăпа калаçăва малалла тăснă.

Комиссин анлă ларăвне Чăваш Енри ГКЧС "ЧРПС" КУ начальникĕн заместителĕ Владимир Укладов хутшăннă, тухса калаçнă, тĕрлĕ сĕнỹсем панă.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă хыççăн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру системин ĕçĕсене аван пурнăçланăшăн Тушкил ял тăрăхĕн администрацийĕ тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă.

Гражданла оборона системин аталанăвĕнчи çитĕнỹсемшĕн Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕ, Тĕмерти муниципаллă пушар хуралĕ, "Газпром газораспределение Чебоксары" обществăн Канашри филиал начальникĕ В.Семенов, "МРСК Волги" Чувашэнерго" обществăн Кăнтăрти филиалăн районти электричество сечĕсен ертỹçи Т.Иванов, районти надзор ĕçĕсен пайĕ, Элпуçĕнчи тата Тăвайри шкулчченхи учрежденисем, районти халăха социаллă пулăшу паракан центрĕ ку енĕпе тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Тушкил ял тăрăхĕн администрацине грамотăпа чысланă самант.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика