03 марта 2017 г.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна "01" служба тăхăр пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту савăнмаллах мар. Вут-кăварпа çыхăннă инкек 80 процент ытларах. Çакна та палăртса хăвармалла. Çемьери пысăк тăкакпа, хуйхăпа çыхăннă пăтăрмахсем ытларах электропроводка кивелнĕрен, ăна тахçантанпах улăштарманран сиксе тухнă. Мунча хутнă чухне тимлĕ пулманран ятарлă службăран пулăшу ыйтнă тĕслĕхсем те пур.
Ку таранччен регистрациленĕ пушарсен виçĕ пайĕн- чен пĕри Шăнкăртамсене шар кăтартнă. Çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăмпа кĕрешекенсем виçĕ хутчен çак ялти хуçалăхсенчи инкеке сирме пулăшнă.
Нарăс уйăхĕнче инспекторсем юлашкинчен Первомайскинчи пушара шута илнĕ. Телее, ăна кил хуçисем хăйсемех малалла алхасма паман. Çапах та кил-тĕ- решри хăш-пĕр сĕтел-пуканпа ытти япаласем сиенленнĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Çавăнпа та Хĕрлĕ автан çулталăкĕ никама та хур ан кăтарттăр тесен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурин те пăхăнмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)