Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте хамăртан килет

14 марта 2017 г.

ФЕВРАЛЬ уйăхĕнче районта икĕ пушар тухнине регистрациленĕ. Шел те, февралĕн 26-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче тухнă пушарта 83 çулхи кил хуçин пурнăçĕ татăлнă.

 Пушар хуралĕн ĕçченĕсем граждансене вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки каласах тăраççĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр – 2017» профилактика операцийĕ пынă май, эпир кашни киле çитсе пушар тухасран асăрхануллă пулмалли çинчен калаçу йĕркелетпĕр. Рейд вăхăтĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăснă тĕслĕхсем те палăраççĕ, çак çитменлĕхсене çав-çав число тĕлне пĕтерме хушса алă пуста- ратпăр. 

Çанталăк ăшăтса пынă май, нумайăшĕ пахчари е картишĕнчи çỹп-çапа кăвайт чĕртсе çунтарма тăрăшать. Ку вара çав тери хăрушă, асăрхануллă пулмасан вут-кăвар çурт-хуралта хыпса илме пултарать.

 Граждансене кил-çуртри электроприборсемпе тата газ плитипе асăрхануллă пулма те чĕнсе калатпăр. Ăшăтакан приборсене те хуçасăр хăвармалла мар.

Енчен те пушар тухнине асăрхасан çийĕнчех 01 телефонпа пушар хуралне пĕлтерĕр. Кĕсье телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравлăр. Эпир пурте тимлĕ пулсан пысăк инкек тухасран асăрханма май пулĕ.

А.НИЗАМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика