17 марта 2017 г.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн тăрăхра вунă хутчен пушар алхаснă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту, паллах, пăшăрхантарать. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн çурринче пушарнăйсем ултă хутчен вутпа куçа-куçăн тĕл пулнă.
Хĕрлĕ автан çулталăкĕнче "01" служба сотрудникĕсен Çĕнĕ Ахпỹртре çеç иккĕмĕш хут вут-çулăмпа çыхăннă инкеке парăнтарма тивнĕ. Хальхинче чылай çын тутлă ыйхăпа киленнĕ вăхăтра, çурçĕр çитеспе, Тарасовсен хуралтинчен вут хĕмленсе тухнă. Пушарта сарай-витесем çеç мар, пурăнмалли çурт-йĕрĕ те юрăхсăра тухнă. Инспекторсен пĕтĕмлетĕвĕпе пушарăн сăлтавĕ чылай чухнехиллех электропроводкăсем юсавсăррипе çыхăннă.
Кирек мĕнле инкекре те ỹкĕнмелли, тарăхмалли тупăнатех. Кил хуçисем çурт-йĕрне страхламанни те çемьешĕн тепĕр пысăк çухату темелле. Çавăнпа та инкек тени никамшăн та куçа курăнса килменнине шута илсе çурт-йĕре страхлани пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)