Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпур служба пĕрле ĕçлет

24 марта 2017 г.

Мĕнпур служба пĕрле ĕçлет

Юнкун, мартăн 22-мĕшĕнче, Элĕк салине Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн комиссийĕ килсе çитрĕ. Вĕсем хутшăннипе районта 3 кун командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет.

Асăннă вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ - гражданла сыхлăхпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен органсен тата должноçри çынсен практика хăнăхтарăвĕсене çĕнетсе пырасси. Ку чухне мирлĕ пурнăçра чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан ăна сирес ĕçе мĕнле вăйсене явăçтарнине тата мĕнле хатĕрсемпе усă курнине, гражданла сыхлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парассине мĕнле пурнăçланине, чрезвычайлă лару-тăру тапхăрĕнче çак ĕçе йĕркелессишĕн яваплă органсемпе районти тĕрлĕ шайри службăсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса ĕçленине тĕрĕслерĕç.

Командăпа штаб вĕренĕвĕ виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ - хатĕрленÿ тапхăрĕ. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн комиссийĕ район вĕренĕве мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслерĕ, нормативлă право акчĕсемпе паллашрĕ.

Кĕçнерникун вара ир кÿлĕмех районти мĕнпур службăшăн çирĕп тĕрĕслев пуçланчĕ. Ирхи çичĕ сехетсенчех Элĕкри газ участокĕн диспетчерне Октябрь урамĕнчи нумай хваттерлĕ 10-мĕш çуртăн 1-мĕш подъездĕнче газ шăрши тăнине шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Çав вăхăтрах кун пек шăнкăрав районти Пĕрлехи диспетчер службине те çитрĕ. Газ участокĕн ĕçченĕсем палăртнă вырăнта кĕске вăхăтрах пулчĕç. Çавăн пекех коммуналлă хуçалăх, инженери службисен ĕçченĕсем те инкеке сирме васкарĕç. Кăштахран асăннă çуртăн пĕр хваттерĕнче «газ сирпĕннĕ». Пушарпа çăлав службин, район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕсем тата ыттисем те инкек пулнă вырăна пухăнчĕç. Инкек тÿсекенсене медицина пулăшăвĕ пачĕç, хваттерсĕр тăрса юлнисене Элĕкри культурăпа кану çуртĕнче вырнаçнă вăхăтлăх эвакуаци пунктне вырнаçтарчĕç.

Хыççăнах Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Шăланти пĕр хуçалăхра ĕне-выльăх Çĕпĕр язвине пула вилме пултарнине пĕлтерчĕ. Кун пек лару-тăру сиксе тухсан районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен служба хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркеленине те комисси тĕрĕслесе палăртрĕ.

Командăпа штаб вĕренĕвĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче тĕрлĕ службăсен Элĕк шкулĕнче тухнă «пушара» сÿнтерес ĕçре те хăйсен ăсталăхне кăтартма тиврĕ.

Район асăннă вĕренĕве мĕнле хатĕрленнине паян пĕтĕмлетеççĕ. Çак ĕçе РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн начальникĕ Станислав Юрьевич Антонов генерал-майор хутшăнать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика