Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурта хĕртсурт çеç сыхлаймĕ…

31 марта 2017 г.

 Пурнăçра чавса çыртмалли самантсем сахал мар пулаççĕ. Ун пек чухне тарăхни те, ỹкĕнни те, куççуль кăларса макăрни те инкек-синкеке çăмăллатмĕ, хуйха-суйха пайлама та пулăшаймĕ. Пушар пирки сăмах пуçарсан та çавах. Хамăр вăйпа тунă капмар çуртсене, хуралтăсене нихăçан та вут-кăварпа усал-тĕселтен хĕртсурт çеç сыхласа пĕтереймĕ. Ун пек чухне тимлĕхпе асăрханулăх, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни кашни çыншăн тĕп вырăнта пулни пĕлтерĕшлĕ.

Районта "Пурăнмалли çурт-йĕр _ 2017" операципе çыхăннă рейдра та "01" служба сотрудникĕсем граждансемпе тĕпрен илсен эпир куллен пăхăнмалли ыйтусене çивĕчлетрĕç те: çул çитмен ачасене килте тимлĕхсĕр хăварма, шăрпăка алă айне хума юраманни, кивелнĕ электропроводкăсене çĕннисемпе улăштарасси, кăмака хутнă чухне тимлĕ пуласси, тĕтĕм тухакан çулсене тасатсах тăрасси тата ытти те. Рейд бригади хальхинче Тăрăн ялĕнче çỹрерĕ.

Район центрĕпе юнашарах вырнаçнă çак ял йышĕпе пĕчĕкех мар. Хальхи вăхăтра 257 хуçалăхра 797 çын пурăнать. Вĕсем хушшинче ытти ялсенчи пекех пĕччен пурăнакан ватăсем те, нумай ачаллă çемьесем те, çамрăк мăшăрсем те пур. Эпир чăн малтан ялшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан пĕччен арçын хуçалă- хĕнче пултăмăр. Çурма тĕттĕм те пĕчĕк, вутăпа çеç хутăнакан пỹртре çывăракан хĕрĕнкĕ арçын кĕтсе илчĕ пире. Унта та кунта тирпейсĕрлĕх хуçаланни, йĕри-тавра эрех кĕленчисем сапаланса выртни те тĕлĕнтермерĕ темелле тĕрĕслевçĕсене. Штукатуркисем хăпăнса пĕтнĕ, кирпĕчĕсем сывлăшра çеç çакăнса тăракан кăмака пирки вара пушар надзорĕн сотрудникĕсен Г. Искачкинпа тĕплĕ калаçу ирттерме тиврĕ. Кăмака çăварĕ умĕнчи алăкĕнчен çулăм нимĕн те мар явăнса йĕри-таврашне ярса илме пултарать. Вутăн алли вăрăм, вăл талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те унталла та кунталла ирĕккĕн хуçаланма хатĕр. Эрех-сăрапа туслă арçынсен (ун па- тĕнче тепĕр икĕ тăванĕ те пурăнать-мĕн) явапсăрлăхĕ- пе хăйсем çеç мар, кỹршисем те пушарта сиенленме пултараççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхлас тесен пĕр йĕркене çеç мар, нумай правилăна пăхăнмалла. Пỹртрех чикарккă мăкăрлантарни, унпах çывăрма вырни хăй пысăк хăрушлăх. Кивĕ çурт-йĕрте электропăралукĕ те, счетчикĕ те, кăмаки те юрăхсăр пулни вара инкекпе танах.

Сăмах май каласан, Тăрăнта пурăнакансенчен вăтăр çемьене яхăн (вĕсенче пурăнманнисем те пур) "кăвак çулăмпа" усă курмаççĕ-мĕн. Кашни кун ĕлĕкхилле вутăпа хутса ăшăнакансемшĕн вут-кăвар теветкеллĕхĕ пысăк пулни каламасăрах паллă.

Рейд бригади çак ялти нумай ачаллă çемьесенче те пулчĕ. А. Токсарова тăватă ача амăшĕ. Ял тăрăхĕнчен тивĕçнĕ çăмăллатнă кредитпа вĕсем çĕнĕ те хăтлă çурт хăпартнă. Хуçалăхра пур япалана та пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса пурнăçлани куç умĕнче.

_ Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та, ачасене нихăçан та пĕччен хăварма тăрăшмастпăр. Шăрпăк таврашĕ те алă айĕнче мар. Çак ялта çурт илсе çĕнетме пуçăнни тăххăрмĕш çул. Мăшăрăм кашни япалана васкамасăр, тĕплĕн те шанчăклăн, йĕркене пăхăнса тума тăрăшать,_ паллаштарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Нумай ачаллă Б. Думилинсен кил-çуртне кĕрсен те кăмăллă: хăтлăхĕ те пур, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пурăнни те сисĕнет.

Рейд бригади: Н. НАЗАРОВ, районти пушар чаçĕн начальникĕ;

А. СИМУКОВ, районти пушар надзорĕн ĕçченĕ;

Н. ТИХОНОВА, Тăрăн ял тăрăх специалисчĕ;

А. ЕГОРОВА, хаçат сотрудникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика