08 апреля 2017 г.
Елчĕкри пушар хуралĕн ятарлă чаçне йĕркеленĕренпе 56 çул çитрĕ. Унăн историйĕ 1961 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă.
Вăл çулсенче кашни ялта пушар хуралĕ пулнă. Хальхи пек автомашинăсемпе мар, урапа çине каткапа шыв, пушар насусĕ вырнаçтарнă лашасемпе пушар сÿнтерме тухса кайнă. Елчĕкри пушар хурал чаçне йĕркелесен кăна района пушар сÿнтерекен машинăсем панă. Анчах пушар лаши те пĕтĕм хатĕрпе хуралта тăнă.
Елчĕкри пушар хурал чаçне манăн 1966-1967 çулсенче ертсе пыма тиврĕ. Ун чухне пирĕн йыш пысăках пулман. Пушар машинин водителĕнче Тăрăм çынни Анатолий Волков нумай çул ĕçлерĕ. Хăйне шанса панă автомашинăна яланах юсавлă тытатчĕ, инкеке сирсе яма хатĕр тăратчĕ. Ĕнелĕнчи Валерий Иванов пушар асăрхавĕн инспекторĕнче ĕçлени те асра.
Пирĕн вăхăтра вут-çулăмран хÿтĕленмелли çи-пуç питĕ япăхчĕ. Пушара сÿнтерме хĕллехи вăхăтра хăлхаллă çĕлĕксене антарса тухса кайнă /мана çавăн пек çĕлĕкпе 1966 çулта ÿкерсе илнĕччĕ/. Пушарта вăл кăштах хÿтлĕх пулма пултарнă.
60-мĕш çулсенчен вара пирĕн пурнăç пекех пушар сÿнтермелли хатĕрсем те питĕ нумай улшăнчĕç. Халĕ хăватлă машинăсем инкек тухнă вырăна хăвăртрах çитме, ятарлă хатĕрсем пушара сÿнтерме май параççĕ.
Çапах та пушар сÿнтермелли хÿтлĕх хатĕрĕсем темле улшăнсан та пушар сÿнтерессинче пушарнăйсен хăюлăхĕ, йывăр самантсенче те хăраса ÿкменни унччен те, халĕ те тĕп вырăнта пулнă. Çавăнпа эпĕ хальхи вăхăтра Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн командипе унăн начальникне Василий Григорьева çак сăваплă та пархатарлă ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх, хăюлăх, теветкеллĕх сунатăп. Пушарсем пачах ан тухчăр, дежурствăран пушарнăйсем яланах сывă, хаваслă кăмăлпа таврăнччăр.
В.МЕШКОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"