11 апреля 2017 г.
Иртнĕ шăматкун Ишекре тăр кăнтăрла Н. Уткинсен хуçалăхĕнчен сасартăк тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пуçланă. Пушарниксем ăна сарăлма парас мар тесе тăрăшнă пулин те вут-çулăм туххăмрах пỹртпе унăн тăррине, верандăна та сиенленĕ.
Районти "01" служба сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх инкек кил хуçи чикарккă туртнă вăхăтра асăрханусăр пулнăран сиксе тухнă. Юрать-ха пăтăрмах кун çутинче пулнă. Тутлă ыйхăра чухне вăй илнĕ пушарта тем курса тăрăн...
Урамра çут çанталăк типшĕрсе пынă май, пушар тухас хăрушлăх пушшех ỹссе пырать. Çынсем кил-çурт таврашĕсене çỹп-çапсенчен тирпейлеççĕ, ăпăр-тапăрне хуралтăсем çумĕнчех çунтараççĕ, кăвайтсене тимлĕхсĕр хăвараççĕ... Çакă шăпах инкек патне пĕр утăм çеç пулнине çирĕплетет те.
Сăмах май, ку таранччен районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем 11 хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта сакăр пушар çеç пулни пире хамăрăн тимлĕхе тата ытларах ỹстерме хистет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)