11 апреля 2017 г.
Ку таранччен Пикшик ял тăрăхĕнче вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкек сиксе тухсан, тỹрех районти "01" службăна шăнкăравланă. Ун хыççăн тавра ялсенчи сирена кăшкăртса вас- какан хĕрлĕ автомашинăсем те пĕрин хыççăн тепри пуçтарăннă. Пушар таврашĕнчен ырă Турă сыхлатăрах та, малашне асăннă ял тăрăхĕсен те хăйсен вырăнти служби пулĕ. Урăхла каласан, ял çыннисем граждансен пухă- вĕнче пĕрре мар хускатнă ыйту татăлнă тесе çирĕплетсен те юрать.
Çак кунсенче район тата вырăнти влаç ертỹçисем пĕр чĕлхе тупса оперативлă та тĕллевлĕ йышăну тунăран, çутçанталăк министерствинчен пушар машинине кỹрсе килнĕ. ЗИЛ _ 131 заводри конвейер линийĕнчен тухман пулин те, ĕç хăвачĕ пысăк, тухăçлă ĕçлеме пултаракан автомашина пулнине палăртрĕç районти ПЧ-26 пушар чаçĕн начальникĕ Н. Назаров, район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Г. Каллин, Патăрьелĕнчи пушара хирĕç кĕрешекен отряд начальникĕ В. Яковлев "хурçă утпа" паллашнă май. Вут куçне папарăнтарма техники çеç мар, ял тăрăхĕнче хăйсен шыв резервуарĕ те пулĕ. Еншикри çул хĕрринче çĕр айне чавса хăварнă пысăк савăта шыв-шур типсенех тирпейлесе хута ярасшăн.
Хаклав
Владимир МЕФОДЬЕВ, Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ:
_ Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансене тахçантанпа пăшăрхантаракан ыйту вырăнтан тапранчĕ. Малашне пушар машинине хамăр вăйпа тытса тăрас тĕллевпе халăхсем те пĕр саслăн пулчĕç, 500-шер тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Çывăх вăхăтра ятарлă программăна кĕрсе автомашина лартмалли хăтлă гаража хута ярасшăн. Паллă ĕнтĕ, асăннă техникăпа тимлекен шанчăклă водитель пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенчех районти пушар чаçĕнче специалистпа вĕрентỹ курсне ирттересшĕн.
Вулакана пĕлсе тăма
Паянхи куна пирĕн районта Алманчăра, Кзыл Чишмара, Тутар Сăкăтĕнче, Сăкăтра, Çĕнĕ Ахпỹртре, Ыхра Çырминче, Нăрваш Шăхалĕнче, Первомайскинче, Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче пĕрер, Туçара икĕ пушар машини ĕçлет. Турханта ятарлă уйрăм пур. Чылай ял тăрăхĕнче асăннă службăна халăх вăйĕпе тытса тăраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)