14 июня 2017 г.
Чăн-чăн çулла çитессе тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Икĕ-виçĕ кун ăшă пулни те хăпартлантарчĕ. Çапах та шăрăх кунсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асрах тытмалла. Иртнĕ кунсенче, акă, Шăхачпа Шăнкăртам ялĕсенче пурăнакан икĕ хуçалăхра мунчисем çунма пуçланă. Юрать-ха, инкеке вăхăтра сирсе парăнтарнă. Унсăрăн пысăк тăкак та курăн... Кашни хуралтăн хуçа пултăр "Халăх инвентаризацийĕ" акципе килĕшỹллĕн, районта хуçасăр тата кивелнĕ объектсене шута илесси малалла пырать. Ку енĕпе комисси вăтăрăшне тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕрне уйрăм çын, тепĕрне муниципаллă харпăрлăх çине куçарнă.
Усă курман пурлăха тупса палăртасси малалла пырать. Кашни объектăн хуçи пултăр тесе тăрăшаççĕ акцие йĕркелекенсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)