Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутпа ан выля, вăйăран вăкăр тухать

20 июня 2017 г.

 

Вутпа ан выля, вăйăран вăкăр тухать

Вут-çулăмран тухакан инкеке парăнтарма мар, унран асăрханма ансатрах. Çавна май уйрăм хуçалăхсенче анчах мар, тĕрлĕ организаци-учрежденире, шкулсемпе ача сачĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта ача-пăча айăпĕпе пĕр хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Паллах, аслисем тимлĕхе çухатса ачисем мĕнпе аппаланнине асăрхаманни инкек патне илсе çитерет. Çавна май районти пушар надзор пайĕн сотрудникĕсем каникул вăхăтĕнче те шкулсенчи лагерьсенче пулаççĕ.

Пире хăратакан «хĕрлĕ автан» пурсăмăра та куллен сыхăра пулмаллине аса илтерсех тăрать. Раççей Федерацийĕн «Пушар хăрушсăрлăхĕ» саккун та кунта йĕрке тытать. Умра - çуллахи каникул кунĕсем. Çак тапхăрта вуншар ача сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канать. Районти пушар надзор пайĕн сотрудникĕсем Вадим Прокопьевпа Александр Семенов вĕренÿ учрежденийĕсенчи лагерьсенче пулса профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсем Элĕк вăтам шку- лĕнчи лагерьте пулчĕç. Пушар мĕн сăлтавпа тухма пултарнине, вут-çулăм алхасма пуçласан ăçта шăнкăравламаллине аван пĕлеççĕ лагерьсене çÿрекенсем. Сасартăк сирена янăраса кайсан аптăраса ÿкмерĕç - аслисем вĕрентнине шута илсе шкултан тухрĕç.

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем хăнана килнĕ кун лагере çÿрекенсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнчи лагере çÿрекенсем Элĕк вăтам шкулĕнче Çамрăксен театрĕн артисчĕсем лартнă «Пушар команди» юмах курса савăнчĕç. Ачасем ун урлă пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллашрĕç.

Лагерьте канакансене аслисен калаçăвĕ интереслĕ пулчĕ. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене те тупрĕç вĕсем. Шăрпăк ачасемшĕн тетте маррине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Компьютера, телефон зарядкине, телевизора çывăрнă вăхăтра розеткăран кăлармаллине те асăрхаттарчĕç пушар надзор пайĕн ĕçченĕсем. Теори хыççăн вĕренекенсем ăна практикăра та туса пăхрĕç. Пушар надзорĕн ĕçченĕсем инкек-синкекре усă курмалли пирвайхи пулăшу хатĕрĕсем çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех ачасене огнетушительпе усă курма вĕрентрĕç. Тимлĕхе ÿстерес енĕпе ачан шкул саккинченех хăнăхса пымалла. Шăпах çакна тĕпе хума тăрăшрĕç тĕл пулура.

Калаçу хыççăн кашниех вут-çулăм пысăк инкек кÿме пултарнине ăнланчĕ. Вĕсем кил-çурта «хĕрлĕ автанран» мĕнле сыхламаллине, чрезвычайлă лару-тăрура çухалса каймалла маррине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине, вăрманта кăвайт чĕртмелле маррине, пушар тухсан стационар телефонĕпе 01, 101 тата кĕсье телефонĕпе 112 номерсемпе шăнкăравламаллине тепĕр хут аса илчĕç.

Кăткăс лару-тăрăва сирсе ярассипе йĕркеленĕ практика мероприятине çамрăк ăрăва хутшăнтарни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ инспекторсем. Вĕсене сиксе тухма пултаракан пулăмсен чăнлăхне пĕлни пăсмасть.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика