01 августа 2017 г.
Юлашки икĕ кунта районти пушар службин сотрудникĕсем çине-çинех вут-кăварпа инкек пулнă вырăна тухса кайнă. Шел пулин те утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче каçхине вунă сехет иртсен Пăлапуç Нурăсĕнчи Львовсен хуçалăхĕнче тухнă пушартан кил хуçи хăтăлайман. Пушарăн тата çын пурнăçĕпе çыхăннă инкекĕн сăлтавне Шупашкартан килнĕ экспертсем тĕпчеççĕ.
Ĕнер ирхине тăватă сехетре вара Упамсари пурăнман çуртри хуралтăран сасартăк вут хыпса илнĕ. Ку инкекĕн сăлтавĕ те пайăрлă мар-ха.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Юлашки кунсенчи шăрăх та типĕ çанталăк пушарпа çыхăннă пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та вăрманта вут-çулăм алхаснине е тĕтĕм тухнине курсан çийĕнчех "01", "112", "101" номерсемпе шăнкăравласа ярăр. Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн инженерĕ А. Азизов та çакнах асăрхаттарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)