08 августа 2017 г.
Юлашки кунсенче районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем çине-çинех ялсене пушар сỹнтерме тухса кайнă. Акă, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕньялта пушă хуçалăхра ачасем шăрпăкпа ашкăннăран инкек сиксе тухнă. Юрать-ха вут-çулăм кỹршĕсене сиен кỹмен, пушарниксем ăна вăхăтра парăнтарнă.
Тепĕр каçхине каллех "01" службăна пăлхавлă шăнкăрав çитнĕ. Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи пĕр патшалăх çуртĕнчи подъезда сывлама çук тĕтĕм тухса тулнă. Ун пек чухне кỹршĕ-аршă лăпкă тăраймастех ĕнтĕ. Пушарниксем çитнĕ çĕре кил хуçи тĕтĕмпе йăванса кайнă, балконри матрас йăсăрланса выртнăран пỹртре сывлама çук çăра тĕтĕм тăнă... Пушарниксем тỹрех васкавлă пулăшу машинине чĕннĕ, хуçана больницăна ăсатнă. Чикарккă тĕпĕнчен амаланса, йăсăрланса выртакан вырăн таврашне кăларса пăрахнă. Тепĕр пилĕк-вунă минутран арçыннăн чĕри тапма та чарăнма пултарнă иккен. Шурă халатлисем ăна вăхăтра пулăшу панăран, ỹсĕр арçыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Чи кăсăкли вара урăххи: тухтăрсене тав тăвас вырăнне айăплă çын больницăран тухнă та тарнă. Йĕрке хуралçисем ăна виçĕ кунтан çеç тупнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)