12 декабря 2017 г.
Пирĕн районта 11 уйăхра шута илнĕ пушарсенчен икĕ тĕслĕхĕ пĕр çын теприне кураймасăр, вĕчĕ тытса вут тĕртнипе çыхăннă. Çакнашкал преступленишĕн вара Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 167 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ. Урăхла каласан, ăспа-тăнпа, ятарласа вут тăртекене 5 çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ. Е тата тепĕр тĕслĕх. Вăрманта юри вут тĕртсе пушар кăларакана та пуçран шăлмаççĕ, РФ УКăн 261 статйин 3 пайĕпе 500 пинтен пуçласа пĕр миллион таран штраф тỹлеттереççĕ. Шăрпăкăн пĕр пĕрчи мĕн хака кайса ларни куçкĕрет.
Районти пушар надзорĕн дознавателĕ В. Давыдов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра вут тĕртнипе çыхăннă икĕ преступникăн ĕçне те тăрă шыв çине кăларнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)