Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть

16 февраля 2018 г.

Районта пурăнакансем вут-çулăма пула чылай шар кураççĕ. Сăмахран, кăçал çулталăк пуçланнăранпа çеç икĕ пушар тухнă, виççĕмĕшне вăхăтра сỹнтерсе ĕлкĕрнĕ. Виçĕ тĕслĕхре те - Кĕçĕн Каçалта, Александровкăра тата Юнтапара - мунчасем çуннă. Сăлтавĕ - мунча кăмакисене тата мăрьесене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса туманни.

Пĕлтĕрхи çула тишкерес пулсассăн, районта 26 хутчен вут-çулăм алхаснă. Вутра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. 2016 çулта вĕсен йышĕ 25 пулнă, виçĕ çын çунса вилнĕ. 2017 çулта пушарта 2 млн та 995 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Ытларах Комсомольски, Тукай, Аслă Çĕрпỹел, Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пушар алхаснă.

Ытларах вут-кăвар мĕн сăлтава пула тухать-ха? Чылай тĕслĕхре пушар электричество проводисем кивелнипе тата вĕсем юрăхсăра тухнипе пулнă. Электричество приборĕсемпе асăрханусăр усă курни те пушар кăларнă. Мунча кăмакисем, мăрьесем юсавсăрри те - вут-кăвар тухнин сăлтавĕ. Апла пулсассăн чылай тĕслĕхре çынсем хăйсемех айăплă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмастпăр, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсатпăр. Çакă пире инкек кăтартать те. Çавăнпа та асăрхануллăрах пуласчĕ.

Вут-çулăм тухнине асăрхасан тỹрех "01" телефонпа шăнкăравлăр. Ăçта, мĕн çуннине калăр. Эпир сире чи малтан пулăшма васкатпăр. Анчах та юлашки вăхăтра нумай юр çуса лартнăран ял урамĕсене вăхăтра тасатса тăмалли пирки асăрхаттарасшăн. Унпа пĕрлех çурт çывăхĕнчи юра та тасатмалла. Пушар автомашинисем вырăна хăвăртрах çитсе вут-çулăма вăхăтра сỹнтерĕç. Унпа пĕрлех шыв илмелли башньăсем юсавлă пулни, кỹлĕре вак касмалли çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак ĕçсемшĕн, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх ертỹçисем яваплă. Вĕсен пушар сỹнтермелли автомашинăсене те юсавлă тытасси, гаражсене хутса ăшăтасси, шыв тултарса хурасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вут-çулăм тухсассăн ялти автомашина хăвăртрах çитет, инкеке сирме пулăшать.

Вут-çулăмран сыхланăр, вăл тимсĕрлĕхе каçармасть.

С.АЛЕКСЕЕВ,

районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика