14 марта 2018 г.
ПУРНĂÇРА ватăсем каланă пекех: вутран шыв пек, шывран вут пек хăрамалла, çав вăхăтрах вĕсенчен асăрханмалла та. Çак тĕллевпе чăн малтанах инкек-синкек сиксе тухма май паракан йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Акă, районти пушар надзорĕн дознавателĕ В. Давыдов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрарăмсен кунĕ хыççăн Анат Туçара тăр кăнтăрлах Пласкинасен хуçалăхĕнче пушар алхасма пикеннĕ. "01" служба сотрудникĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, инкек лаçран, шыв ăшăтакан хуран айĕнчен амаланса тухнă. Шанчăксăр кăмакаран алхасма пуçланă вут алли хуралтăсене те сиенленĕ. Ку таранччен районта 12 пушар пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Туçа ял тăрăхĕнче. Хĕрарăмсем уявра хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)