17 апреля 2018 г.
Шăпах пĕр ĕмĕр каялла, 1918 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче РСФСР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çулăмпа патшалăх шайĕнче кĕрешесси çинчен декрет алă пуснă. Çак кунран пушар хуралĕн историйĕ çырăнма пуçланă та. Сумлă уява паян Чăваш Енре те паллă турĕç. Пушар хуралĕн ветеранĕсем, паянхи çăлавçăсем Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ вырнаçнă пушар хуралĕн 4-мĕш чаçĕ умне пухăнчĕç.
— Чи малтан эпир пушар хуралне пуçарса яракансене, унăн никĕсĕнче ĕçленисене сума суса пухăнатпăр. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки патшалăх шайĕнче шухăшлани питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Паян, паллах, техника та урăх. Ĕç майĕсем те расна. Çавах та çирĕп никĕс пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тивĕç — паянхи ветерансенче. Вĕсен çирĕп кăмăлĕпе харсăрлăхĕ, хастарлăхĕ пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче, — палăртрĕ салам сăмахĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов.
Атăлçи тăрăхĕнчи пушарнăйсемпе çăлавçăсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Петр Третьяков та уява пысăк салам илсе килнĕ. Совет пушар хуралĕ 100 çул тултарнине Чăваш Енре паллă тума май килнишĕн питех те хĕпĕртенине пытармарĕ вăл.
— Хăй вăхăтĕнче çĕршывăн 21 регионĕнчи ĕçе пăхса тăма тиветчĕ. Чăваш Ене вара яланах уçă кăмăлпа килеттĕм. Сирĕн республикăри çынсем — чăн-чăн патриотсем: пушар хуралĕн те, тăван кĕтесĕн те. Ахальтен мар йыхрава йышăнтăм, кăмăллă çынсем патне килтĕм, — терĕ Петр Андреевич генерал-лейтенант.
Уяв программи пуян пулчĕ. Пушар хуралĕн «çĕнĕ» ĕçченĕсем — 7 хастар та матур каччă пухăннисен умĕнче приясяга тытрĕç. Паллах, тĕрлĕ награда та хуçи патне çитрĕ. Пушар хуралĕн унчченхипе — кÿлнĕ лашапа — хальхи хăватлă техникине ĕçре кăтартни те уява пухăннисен кăмăлне уçрĕ.
Источник: "Хыпар"