Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка ан çунтарăр

04 мая 2018 г.

Пушар ытларах чухне çынсен тимсĕрлĕхĕпе тухать. Юр кайса пĕтнĕ хыççăн çынсем çав-çавах типĕ курăкпа ытти ăпăр-тапăра çунтарма васкаççĕ. Çиллĕ çанталăкра çулăм вăй илсе хăвăрт сарăлать, çакă пысăк инкек патне илсе пыма пултарать.
Чылай чухне типĕ курăк çине сÿнмен чикарккă тĕпĕ ÿкнипе те пушар тухать. Вут-çулăм инкекĕнчен сыхланма сÿнтермелли хатĕрсем яланах алă айĕнче пулмалла. Пурăнмалли кашни çурт тĕлĕнче савăтпа шыв тытмалла. Дачăсен, хуралтăсен таврашĕнчи типĕ курăка кĕркуннех çулса тасатма тăрăшмалла.
Енчен те çулăм сирĕн участок патнех çитсе пырать пулсан мĕн тумалла-ха;
Чи малтанах ачасемпе ватă çынсене пулăшмалла. Выльăхсене те аяккарах илсе тухмалла. Пушар хуралçисене вут-кăвар ăçта тухнине уçăмлăн пĕлтерес пулать. Хăвăр кам иккенне, телефон номерне каламалла. Енчен те çунакан лаптăк пысăк мар, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратмасть пулсан, таврари çынсене чĕнсе çулăма хăвăр тĕллĕн сÿнтерме пикенĕр. Пушар сÿн- терекенсене шăнкăравларăр пулсан, вĕсене кĕтсе илме çын уйăрăр. Пÿрт тăррипе стенисене шыв сапса тăмалла.
Çуллахи шăрăх çанталăк- ра кану вырăнĕсенче вут-кă- вайт чĕртме тăхтаса тăрăр, уйрăмах çунакан шĕвексемпе. Туртма, пиротехникăпа усă курма, тарпа перекен хĕç-пăшалтан пеме юрамасть. Кану вырăнĕсене çунакан шĕвекпе йĕпетнĕ материал таврашне ан пăрахса хăварăр. Машинăна заправка тунă вăхăтра унăн çывăхĕн-че туртма е çулăмпа усă курма юрамасть. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне уçланкăна бутылкăсем, кантăк е çÿп-çап тавраш пăрахса ан хăварăр.
Ачасем шăрпăкпа выляни - пушар тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри. Çавăнпа та вĕсене вут-кăвар инкекĕ, хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарсах тăмалла.
Çунакан кăвайт çине аэрозоль е пĕлмен япаласем ан пăрахăр. Çурăлса кайса, вĕсем çывăхри çынсене сусăрлама пултараççĕ.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн граждансене 1500, должноçри çынсене 20 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Вут-кăвар кÿнĕ пысăк тăкакшăн уголовлă явап та тыттарĕç, 1 çул таран ирĕксĕр хăварма пултарĕç.
Пушар тухни çинчен çийĕн- чех 01 тата 101, 112 (мобильлĕ телефонран) номерсемпе шăнкăравласа пĕл-терĕр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика