15 мая 2018 г.
ЭРНЕКУН ĕç вырăнĕнче компьютерсене хускатса ятăмăр çеç, пỹлĕме пушарнăйсем кĕрсе те тăчĕç.
- Эсир пирĕн пата кĕсье телефонĕпе пушар тухни çинчен шăнкăравланă, - пĕлтерчĕ надзор ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Александр Кляжев. - Халех пỹлĕмсенчен тухма ыйтатпăр.
Сотрудниксем вăр-вар урама сирпĕнсе тухрĕç. Ара, вут-кăвар питех те хăрушă-çке, пушарта çынсем те çунса вилме пултараççĕ.
Редакци çурчĕ умне пушар машини те çитсе чарăннă, 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ Василий Масленников, караул пуçлăхĕсем Игорь Матвеевпа Александр Ефремов тата Анатолий Низамов пушарнăй чупа-чупах вăрăм шланга пичет çуртне сĕтĕрсе кĕчĕç. Акă, кĕçех вăйлă шыв юхăмĕ пушара сỹнтерме те пуçлĕ.
Пушарĕ пур теççĕ те, вучĕ ниçта та курăнмасть, тĕтĕмĕ те çук. Çапах та пушарнăйсем хăйсен тивĕçне тĕрĕс те вăр-вар пурнăçлаççĕ.
- Ку - вĕренỹ кăна, - ăнлантарчĕ редакци ĕçченĕсене Александр Кляжев. - Анчах чăн-чăн пушарти пекех ĕçлетпĕр. Пĕрлех сире те вут тухас пулсан хăвăра мĕнле тытмалли çинчен ăнлантарса паратпăр.
Çапла, вут-кăвартан яланах сыхă тăмалла. Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем журналистсене огнетушительпе усă курма та, çивĕч лару-тăрура тивĕçлĕ мерăсем йышăнма та вĕрентрĕç.
Вĕренни пурне те кирлĕ. Журналистсемшĕн те пушарпа кĕрешмелли пĕлỹ ытлашши пулас çук. Вут-кăвар ан тухтăрах, ĕçре те, килте те, ял тулашĕнче те пушара хирĕç кĕрешмелли мерăсене çирĕп пурнăçламалла. Ив.АНАТКАС.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"