09 ноября 2018 г.
Çак кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ канашлура чрезвычайлă лару-тăру тата граждансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтусем тавра калаçрĕç. Çанталăк сивĕтсе пырать. Хутса ăшăтмалли тапхăрта пушарсен шучĕ, статистика тăрăх, палăрмаллах ÿсет. Инкек вара çынсен пурнăçне вăхăтсăр татать, кил-çуртсăр хăварать, ĕмĕрĕпе тар тăкса пухнă пурлăха пĕр самантра тĕп тăвать.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче, çĕрле, тăхăр сехет иртсен, Комсомольскинчи пĕр хваттерте «хĕрлĕ автан» алхаснă. Пушар кил хуçин пурнăçне татнă: пĕччен пурăннăскер сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Хваттер, унти пурлăх — пурте юрăхсăра тухнă. Çакăн евĕр тĕслĕхсем, шел пулин те, тĕл пулаççĕ.
Кăçалхи 10 уйăхра районта пурĕ 20 пушар алхаснă. Иртнĕ çул, асăннă вăхăтра, вĕсен шучĕ пĕрре ытларах пулнă. Кăçалхи пушарта пĕр çын пурнăçĕ татăлнă пулсан, иртнĕ çул синкере лекнисен шучĕ иккĕпе танлашнă.
Ăнсăртран инкек курас мар тесен хамăр тимлĕ те асăрхануллă пулни вырăнлă. Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх йĕркисене те пăхăнмалла. Тĕслĕхрен, электроприборсемпе усă курнă чухне вĕсемпе тĕрĕс ĕçлемелле. Паянхи кун эпир пурсăмăр та япала çăвакан автомат машинăсемпе, холодильниксемпе, çакăн евĕр тата ыттисемпе те куллен усă куратпăр. Кивелнĕ электропроводасем, пысăк напряжение пула, хĕреççĕ, унтан çемçелсе ирĕлме тытăнаççĕ те тивсе илеççĕ. Паллах, кун пек чух инкек курасси те инçе мар. Пушар тухнин тепĕр сăлтавĕ — мунчари тимĕр кăмакана стена çывăхне вырнаçтарни. Вĕсене тивертнĕ вăхăтра çунтармалли шĕвекпе усă курмалла мар. Çавăн пекех газ приборĕсемпе те асăрхануллă пулмалла.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăхсен ертÿçисене вара çапла чĕнсе калас килет: «Тархасшăн, хăвăра шаннă пушар машинисене юсавлă тытăр, мĕншĕн тесен инкек хăçан алăкран шаккассине пĕри те пĕлместпĕр. Вĕсем яланах юсавлă тата шывпа тулли пулччăр».
Умра — Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Праçник кунĕсенче уйрăмах тимлĕ пулăр: бенгаль çуртисем, петарда-гирляндăсемпе салютсем савăнăç çеç кÿччĕр.
Асăрхануллă пулни инкекрен хăтарать. Пушар тухнине асăрхасан тÿрех 01 е 101 номерпе шăнкăравлăр.
С.АЛЕКСЕЕВ,
районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.