16 ноября 2018 г.
Пушар инкекĕ никама та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Апла пулин те пирĕн районта пушарсен хисепĕ ÿснĕ, пĕлтĕр 8 пулнă пулсан, кăçал 11 пушар тухнă. Чăн та, вут-çулăмра вилекенсем сахалрах пулнă ?пĕлтĕр - 3, кăçал - 1/.
Район территорийĕнче пушарсем тĕлĕшпе пулса тăнă лару-тăрăва йĕркелес ĕçре пулăшу пама чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче района Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн патшалăх пушар надзорĕпе профилактика ĕçĕн тĕп начальникĕн заместителĕ Александр Игнатьев /сăн ÿкерчĕкре/ килнĕ. Малтанах вăл Тĕмерпе Элпуç ял тăрăхĕсенче пулнă, вĕсенче вут-çулăмпа кĕрешессине епле йĕркеленине, пушар хуралĕн ĕçне, техника юсавлăхне тĕ- рĕсленĕ. Ятарлă ларура пушарсен хисепĕ ÿснĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене итлесе вĕсен территорийĕсенчи лару-тăрăва тишкернĕ.
Гражданла хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пынă май тĕрĕслев вăхăтĕнче Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекенсемпе ка-лаçу ирттернĕ. «Буяново» ООО коллективĕпе те тĕл пулнă, вунă çынна пушар хăрушсăрлăхĕн майĕсене вĕ-рентнĕ. Ĕç коллективĕсенчи тĕлпулусенче кĕркуннепе хĕллехи пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк тапхăра шанчăклă хатĕрленсе ирттерес, килте кăмакапа тата электричество оборудованийĕпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас ыйтусене уйрăм тимлĕхе хунă. «Буяново» ОООра ĕçлекенсене огнетушительпе усă курма хăнăхтарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе те ĕçлĕ тĕлпулу иртнĕ, районта пушарсенчен сыхланмалли мерăсене пурнăçлас, ял тăрăхĕсенче пушар техникине тивĕçлĕ тытас, вут-çулăмран сыхланма хушма майсем туса парас ыйтусене сÿтсе явнă.
Хăрушсăрлăх правилисене асра тытар, вут-çулăмпа усă курнă чухне тимлĕ пулар. Пушар тухас-мĕн пулсан сотовăй телефонпа 101, стационарлă телефонпа 01 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"