02 апреля 2019 г.
ÇАНТАЛĂКА сăнакансем ака уйăхĕ хĕвеллĕ те ăшă кунсемпе савăнтарасса шантараççĕ. Ун пек пулсан тепĕр темиçе кунтанах çĕр типшĕрме, йывăç-курăк ешерме пуçлĕ. Пĕрлех вара шухăшĕсем, ĕçĕсем те хутшăнĕç. Уйрăмах çурт-йĕр таврашне, урамсене çуп-çапран, ăпăр-тапăртан тирпейлемелли хĕрỹ тап-хăр пикенĕ. Çавăнпа та типнĕ курăка, хăрăк-турата çунтаракансене аса илтермелли вăхăт çитрĕ темелле. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр картаран е хуралтă вырнаçнă çĕртен 50 метртан кая мар, вăрман çывăхĕнче çỹп-çапа çунтарнăшăн граждансене 2_3, должноçрисене 6 _ 15, юридика сăпатĕнчисене 150 - 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул пилĕк çынна саккунпа айăпласа штрафланă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)