26 апреля 2019 г.
Типĕ курăка чĕртме юраманни пирки кашни çулах калаçатпăр. Пушар асăрхавĕн инспекторĕсем те кун пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Пурпĕрех ăна чĕртекенсем çулсеренех тупăнаççĕ. Тирпейлес шутпа, ĕçе çăмăллатас тесе-ши, нумайăшĕ çỹп-çап куписене, хытнă-типнĕ курăка шутласа тăмасăр вут тивертет. Саккун территорисене курăка çунтарса "тасатма" чарать пулин те хăшĕ-пĕрисем çакăн çине алă сулаççĕ.
Ку тĕлĕшпе республикипех хĕрỹ лару-тăру тăрать. Пирĕн районта та лару-тăру лăпкă мар. Уйрăмах иртнĕ эрне вĕçĕнче районти пушар хурал ĕçченĕсен канăç пулман. Тивертсе янă типĕ курăка пула вут-çулăм çавăрса илнĕ пысăк лаптăксене сỹнтерме вĕсен талăкра темиçе хутчен те тухма тивнĕ. Пĕр вырăнта вутпа кĕрешнĕ хушăра тепĕр çĕрте "хĕрлĕ автан" алхаснă. Çавăнпах, хĕрỹ вăхăт пулнă май, мĕнпур ĕçчене дежурство хыççăнхи канмалли кунĕсене пăхмасăр явăçтарма тивнĕ. Ку кăна-и? Кỹршĕ Етĕрнепе Çĕмĕрле районĕсен пушар хурал ĕçченĕсемпе машинисем те пулăшма килнĕ. Мĕн тăвăн, вутпа кĕрешмеллех, пĕрисен çăмăлттайлăхне пула ытти ним айăпсăр çынсем шар курма, кил-çуртсăр юлма пултараççĕ-çке.
Чăн та, типĕ курăк чĕртни кил-çуртсăр та хăварма пултарать. Акă иртнĕ эрнекун Вишенер ялĕнче виçĕ хуçалăхра вут-çулăм хуçаланнă. Пурăнмалли пĕр çурт тĕппипех çунса кайнă, икĕ дача вырăнĕнчи хуралтăсем сиенленнĕ. Асăнмасăр хăварма çук, çав кун пĕр арçын типĕ курăк чĕртсе янăран пушар хурал ĕçченĕсем пĕрре унта кайса сỹнтернĕ-ха, анчах та каярах каллех алла шăрпăк тытса курăка тивертекен тупăннă. Ку хутĕнче вара вут-çулăм инкеке çаврăннă, асăнтăмăр ĕнтĕ - виçĕ хуçалăх шар курнă. Çав кунах тата районти чылай ял çывăхĕнчи уйсенче те вут-çулăм алхасрĕ, çакна районта пурăнакансем асăрхарĕçех пулĕ. Тинкерсе пăхсан йĕри-тавра тĕтĕм йăсăрланни кăна курăнчĕ.
Шăматкун вара Красный Яр ялĕнче хăрушă пушар пулчĕ, харăсах пилĕк дача хуçалăхĕ çунса кĕл пулчĕ. Пĕр çемье вутпа асăрханусăр пулнăран тухнă иккен çак инкек. Палăртмалла, çав кун та тĕрлĕ уйра типĕ курăк çунчĕ.
Уйсем мĕншĕн çунаççĕ-ха? Кунта тĕрлĕ сăлтав пулма пултарать. Пĕрисем акă юнашарти çĕр лаптăкĕн хуçисем хăйсенне пăхса-çулса тăманран тарăхаççĕ те вĕсен ашкăрса ларакан хыт хурине чĕртсе яраççĕ. Пăхса тăманран çулăм малалла та малалла каять, çил пулсан тата хăвăртрах сарăлать вăл. Çапла ял патне те часах çитме пултарать. Теприсем, тен, уй тăрăх иртсе пынă чух пирус тĕпне сỹнтермесĕр пăрахса хăвараççĕ, типĕ курăк вара хăвăрт илсе каять. Ача-пăча шăрпăкпа вылянăран та хăш-пĕр чух вут-çулăм инкекĕ пулать. Пушар тухнинче чылай чухне çын айăплине ахальтен каламаççĕ çав.
Типĕ курăка çунтарни çĕр пулăхлăхне сиен кỹнине мĕншĕн шутламастпăр-ха? Çуннă вăхăтра çĕр еплерех пиçет, вăл темиçе çуллăха аманать. Çакна ялхуçалăх специалисчĕсем те çирĕплетеççĕ. Эппин, тирпейлес шухăшпа типĕ курăка çунтаракансем çутçанталăка пысăк сиен кăна кỹреççĕ. Кун пек чухне чылай усăллă хурт-кăпшанкăпа чĕрчун та вилет вĕт.
Умра - вăрăм канмалли кунсем. Чылайăшĕ çанталăк ырлăхĕпе усă курса канас, шашлăк çисе киленес тĕллевпе вăрманалла е тата урăх илемлĕ вырăна туртăнĕ. Теприсем анкартинчех шашлăкпа сăйланас тейĕç. Анчах та кун пек чухне те питĕ асăрхануллă пулмалла, çанталăк типĕ те ăшă тăнă май кăвайт чĕртме те хăрамалла. Çавăнпа та вăрманта вут чĕртме чараççĕ. Çурт-хуралтă çывăхĕнче те вут тивертме юрамасть. Хамăр сыхă пулмасан, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмасан пысăк инкек пулма пултарать. Çакна асра тытсах тăмалла. Ан манăр: пушара сỹнтерме мар, асăрхаттарма тата сыхă пулсан инкекрен пăрăнма çăмăлрах!
ÇАВ ХУШĂРА:
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председатель тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С.Енилинан апрелĕн 19-мĕшĕнчи 117 номерлĕ йышăнăвĕпе республика территорийĕнче майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă пушара хирĕçле режим çирĕплетнĕ. Район территорийĕнче вара апрелĕн 24-мĕшĕнчен тытăнса кун пек ятарлă пушара хирĕçле режим туса хунă, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Башкировăн кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 205 номерлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ун вăхăтĕнче вăрманта, вăрман çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк (уголь) çинче тĕрлĕ апат пĕçерме, типĕ курăк чĕртме юрамасть.
Алексей ЯРАБАЕВ, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсен пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ:
- Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне кăçал районта пĕтĕмпе вунпĕр пушар пулчĕ, пĕлтĕр вара - 6 кăначчĕ. Шел те, вут-çулăма пула 2019 çулта ку таранччен икĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ пулсан, пĕлтĕр - пĕр çыннăн. Пурте вĕсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăннă.
Пушар тухнин сăлтавĕсем вара çап-ларах: электрооборудование вырнаçтар-нă тата унпа усă курнă чух правилăсене пăхăнманран - 2 (пĕлтĕр - 1), кăмака тунă тата унпа усă курнă чух правилăсене пăснăран - 2 (4), вутпа асăрханусăр пулнăран - 6 (1), хăй тĕллĕн хыпса илнĕрен - 1 (0). Çак инкексене пула пурăнмалли виçĕ çурт, пилĕк хуралтă çунса кайрĕ, виçĕ тĕслĕхĕнче вара вут-çулăм типĕ курăкпа çỹп-çап чĕртнĕрен алхасрĕ.
Хисеплĕ район çыннисем, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та ятарлă пушара хирĕçле режим çирĕплетнине асра тытăр. Çуртсем çывăхĕнче тирпейлеме тăрăшса тĕрлĕ çỹп-çап, типĕ курăк ан чĕртĕр. Хуть те мĕн ĕçленĕ чухне килте-и эсир, уйра-и, е çутçанталăкра канатăр-и, пушар хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та ан манăр. Çапла кăна эпир хамăр тата çывăх çынсен, кỹршĕсен пурнăçне, пурлăхне тата сывлăхне упраса хăварма пултарăпăр!
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)