26 апреля 2019 г.
Çĕр типсе пыни, иртнĕ çул юр айне юлнă курăк типсе хулăннăн выртни, çак вăхăтра хăрушсăрлăх ыйтăвне иккĕмĕш вырăна хăваракансем тупăнни час-часах кун йĕркине пушар хăрушлăхне кăларать.
Кăçал ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 10 пушар алхасрĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1 тĕслĕх сахалрах. Çавăнпа та çу кунĕсем çывхарнă май пушарсем тухассине сахаллатас тĕллевпе РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР Тĕп управленийĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлама сĕнет. Халĕ калани ялсенче типĕ курăк çунтарнипе те çыхăннă.
Асăннă кун тĕлне районти пушар хурал ĕçченĕсем типĕ курăк çуннине экономика объекчĕсене кĕрсе каясран сыхлама 12 хутчен çула тухрĕç. Вĕсенчен 4 тĕслĕхĕ – Юнкă ял тăрăхĕнче, 3 – Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче, Катькас тата Ильинка ял тăрăхĕсенче – 2-шер тĕслĕх, Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пĕр тĕслĕх пулчĕ. Çак кашни пушарпа паян тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ пулсан, икĕ çынна тивĕçлĕ органсем административлă майпа явап та тыттарчĕç.
Яваплăх тенĕрен. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăх тапхăрĕ уçăлчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пушар тĕлĕшпе уйрăмах хăрушсăрлăх тапхăрĕ вăй илет. Çапла вара пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисем тĕлĕшпе малашне административлă айăплав та çирĕпрех пулĕ.
Типĕ курăка çунтарни мĕн патне илсе пынине республикăри уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплететĕп. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче типĕ курăка вут тивертнипе Хĕрлĕ Чутай районĕнче 5 çурт çунса кайнă. 4-шĕнче çынсем пурăннă пулнă. Çавăн пекех иртнĕ кунсенче Шупашкар районĕнче те дачăсем çунчĕç. Унти инкекпе кĕрешме пирĕн районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçне те чĕнсе илнĕрен, вырăнти службăна хушма караул кăларма тиврĕ.
Республикăра пушар тĕлĕшпе уйрăмах хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçлеме пуçланăран ял çыннисен вăрмана тухса вут тивертме, обществăлла вырăнсенче кăвайт чĕртсе çÿп-çап çунтарма юрамасть.
Пурте куратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕ хамăр алăра. Апла пулсан лăпкă пурнăçшăн пурсăмăр та пĕрле яваплă пулса тăратпăр.
Г. ЛЮБИМОВ,
район администрацийĕн ятарлă
программăсен пайĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"