30 апреля 2019 г.
– Василий Николаевич, пушар хуралĕн ĕçченĕсен профессийĕ хăрушă та яваплă. Çакна тĕпе хурса сирĕн çулталăк хушшинче темиçе тапхăрпа зачет-экзаменсем иртнине пĕлетĕп…
– Çапла. Пушар хурал ĕçченĕсем çулсеренех ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлÿлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем витĕр тухаççĕ. Унсăр пуçне кашни çулах темиçе тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕсем, тренировкăсем иртеççĕ. Шăпах çак тĕрĕслевсем пире инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ.
– Пушара хирĕç кĕрешекен районти организацисем пирки кĕскен каласа парсамăр.
– Паянхи кун районта пушарпа кĕрешекен тата çак инкеке асăрхаттаракан 2 организаци – пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ /начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин/ тата Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕ /ертÿçи эпĕ/ ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 22 çын тăрăшать. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех муниципалитет пушар хурал чаçĕсем пур.
– Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас темăна уйăхсерен иртекен кашни Пĕрлехи информаци кунĕнчех хускатаççĕ, тĕп ыйтусен шутне кĕртеççĕ. Кăçал районта миçе пушар пулнă тата мĕн сăлтава пула алхасать «хĕрлĕ автан»?
– Пушар – калама çук хăрушă инкек. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрнисĕр пуçне вăл çынсен пурнăçне те хĕрхенменни тата та хăрушă. Шел пулин те, районта кăçал 8 пушар /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 4/ пулнине регистрациленĕ. Пушартан пулнă сиен 493 пин тенкĕпе /540 пин тенкĕ/ танлашнă. 2018 çулхи çак тапхăрта инкексен вăхăтĕнче 3 çын пурнăçран уйрăлнă, кăçал пушарта çын сусăрланнă е вилнĕ тĕслĕх пулман. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, кăçал чи нумай пушар Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче тухнă – пурĕ 4. Çавăн пекех Аслă Елчĕк, Елчĕк, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче пĕрер пушар пулчĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕ – халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче, юсавсăр электрооборудованисемпе усă курнинче е вĕсемпе усă курас, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнинче.
– Халăха мĕн пирки асăрхаттаратăр?
– Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче территорисене çÿп-çапран, типнĕ курăкран тата çăтăр-çатăртан тасатас ĕç пырать. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулар, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнар. Сăмахран, çÿп-çапа 1 метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен – 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен – 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра пулмалла. Çунтарас вырăна 10 метртан 2-шер кĕреçе сарлакăш чавса çаврака тумалла. Çав вăхăтрах çумра пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла. Майăн 1-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕрет. Çавна май кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çÿп-çапа çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.
Пушар синкерĕ пирки ачасене те ăнлантармалла, вĕсене вутпа вылясран асăрхаттарсах тăмалла. Вĕрентекенсен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслисемсĕр хăварасран асăрханмалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанса инкек тÿсет. Вĕсене пушар вăхăтĕнче сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса пĕлтермелле, çунакан çуртран хăвăрт тухмаллине ăнлантармалла. Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.
– Уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăр?
– Пирĕн паян пысăк уяв, çавна май пушар хуралĕн уйрăмĕнче тăрăшакан кашни сотрудниках, çав шутра çак яваплă ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, вĕсен çемйисене чун-чĕререн саламлатăп. Пурин те çирĕп сывлăх, телей пултăр, çемьесенче килĕшÿпе татулăх хуçалантăр.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре:Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Укладов пушар хурал ĕçченĕсемпе ятарлă программăпа килĕшÿллĕн экзамен ирттерет /2018 çулхи декабрь уйăхĕнче тунă сăн ÿкерчĕк/.