20 августа 2019 г.
РАЙОНТИ пушар чаçĕн ĕçченĕсем Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тата специалисчĕпе пĕрле кунта пурăнакансен хуçалăхĕсене кĕрсе çынсемпе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурăнмалли çинчен пĕлтерсе инструктаж ирттернĕ. Вут-çулăмпа яланах асăрхануллă пулмаллине, электричество проводкисемпе приборĕсене яланах юсавра тытмаллине, «кăвак çулăмпа» усă курнă чухне ăна сỹнтермесĕр пăрăнма юраманнине, кил-çурт таврашĕнче кăвайт чĕртмелле маррине тепĕр хут аса илтернĕ. Хăрушлăх сиксе тухсан, инкеке лекнисене мĕнлерех çăлса пулăшу памалли çинче чарăнса тăнă. Асăрхаттарса хăваратпăр: вăрăран юлать, пушар хыççăн нимĕн те юлмасть.
А.ФОМИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"