11 февраля 2020 г.
ИРТНĔ кĕçнерникун, февралĕн 6-мĕшĕнче, каллех районта пушар тухнă. Хальхинче те вут-кăвар инкекĕ эрне варринче, чылай чухнехи пекех шăпах çак кун пулнă. Турханта пурăнакан арçын мунча хутнă. Хăй вара çак вăхăтра унталла-кунталла пăрăнса çỹренĕ, ачине ăсатма тухсан çунакан кăмакана тимлĕхсĕрех пăрахса хăварнă. Мунчан кăмакине хĕле кĕриччен юсаманран çулăм тухса хăмасене хыпса илнĕ, пушар тухнă. Юрать-ха, вырăнти, районти пушар машинисем вăхăтра килсе çитнĕ, вут-çулăма парăнтарнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)