24 марта 2020 г.
Кашни шкул ачи чăтăмсăррăн кĕтекен вăхăт — каникул пуçланчĕ. Ачасем кунĕпе килте, чылай чухне аслисен тимлĕхĕсĕр те пулнине кура халĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен аса илтерни вырăнлă.
Каникул вăхăтĕнче инкек ан пултăр тесен ачасемпе килти электричество приборĕсемпе, газ плитипе мĕнле усă курмалли çинчен калаçу ирттермелле, шăрпăкпа выляма юраманни çинчен аса илтермелле. Май пулсан, шăрпăка ача алли çитмелле мар вырăна хумалла. Çунă кĕпе-йĕме типĕтме электричествăпа ĕçлекен ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курмалла мар, тĕрлĕ приборсемпе усă курнă чухне вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Килтен тухса кайнă чухне тепĕр хут тĕрĕслĕр: электричество приборĕсене, газ плитине тата пÿлĕмсенчи çутта сÿнтернĕ-и? Эсир килте çук чухне замыкани пулсан, пушар тухма пултарать.
Вăл е ку сăлтава пула электричествăна чарса хурсан чылай çемьере пÿлĕме кăштах та пулин çутатма çуртапа усă кураççĕ. Ачасем кун пек чухне çутнă çуртасемпе выляса айкашма пултараççĕ. Вĕсене капла тума чармалла, мĕншĕн тесен çуртан çулăмĕ çывăхри япаласем çине сиксе ÿкме, пушар кăларма пултарать.
Енчен те çуртри проводка кивĕ е юсавсăр пулсан, электричество приборĕсене янă чухне асăрхануллă пулмалла, ытла нумай прибора пĕр харăссăн çутма юрамасть. Унсăрăн замыкани пулас хăрушлăх пур. Çакăн çинчен ачасене тĕплĕн ăнлантармалла. Килте пĕчĕк ачасем пур пулсан, розеткăсене ятарлă хатĕрсемпе хупламалла.
Паянхи кун кашни шкул ачин тенĕ пекех карас телефон пур. Ăна зарядкăна лартсассăн тимлĕхсĕр хăварни хăрушă пулнине пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Çакна ачасене каласа ăнлантармаллах.
Палăртса хăвармалла: кăçал районта ачасем ашкăннине пула пĕр хутчен вут-çулăм алхаснă та ĕнтĕ. Урăх кун пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен ашшĕ-амăшĕн сыхă тăмалла, ачисене пушартан сыхланмалли йĕркесем çинчен час-часах аса илтермелле.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"