14 апреля 2020 г.
ИРТНĔ вырсарникун 18 сехетсенче Хирти Пикшикре пушар тухнă. Çак кунхине тăршшĕпе çиллĕ çанталăк пулнăран çурт-йĕр туххăмрах тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Çемье пурăнмалли хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă. Çитменнине тата ăна страхламан та. Инкек çынсем канлĕ çывăрнă вăхăтра пулман. Урăхла каласан, ял тăрăхĕнче муниципаллă пушар хуралĕ ытти çĕрти пекех ăнăçлă ĕçленĕ пулсан (ун валли гаражĕ те, автомашини те пур) çак çемье те йывăр лару-тăрăва çакланмастчĕ. Вут-çулăма та маларах чарма пулатчĕ. Шел пулин те, вырăнта пушар хыççăн çеç шыв тупăнни никама та тивĕçтермест. Ку тĕлĕшпе районта ырă тĕслĕхлĕ муниципаллă пушар хуралĕпе ирĕклĕ пушар командисем çук мар. Акă, Туçа (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев), Первомайски (В. Федоров), Нăрваш Шăхаль (Н. Раськин) ял тăрăхĕсенчи пушарнăйсем кирек хăçан та çынсене инкекре пулăшма хатĕр. Вĕсем машинăна та, водителе те халăх вăйĕпе тытса тăма пултараççĕ. Кун пек май Пикшик ял тăрăхĕнче те çук мар. Ĕçе вĕçне çитерни çеç кирлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)