30 апреля 2020 г.
Районта çулталăк пуçланнăранпа 6 хутчен (Пуянкасси - 2, Шăмăршă - 1, Кивĕ Чукал - 1, Патирек - 1, Энтĕрьел - 1) пушар алхаснă. Вут-çулăм пурĕ 855 пин тенкĕлĕх сăтăр кỹнĕ.
"Хĕрлĕ автан" алхасма пуçласан нимĕне те пăхса тăмасть, веçех хăйĕнпе пĕрле илсе кайма тăрăшать. Çавăнпа та çынсен кăмака хутнă, электрооборудованипе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Çỹп-çап е типĕ курăк çунтарнă вăхăтра та тимлĕхе çухатмалла мар. Тĕрĕсрех каласан, ăна хальхи вăхăтра çунтарма та юрамасть.
Ялсенче пушă çуртсем пулни те час-часах пушар тухас хăрушлăха кăларса тăратаççĕ. Çавăнпах вĕсен хуçисене тупса палăртма тăрăшмалла. Инкек-синкек ан тухтăр тесен çав çуртсемпе хуралтăсене ачасемпе çамрăксене кĕрсе çỹрессине чармалла. Шăпах хуçасăр хуçалăхсем улах вырăнсем шутланаççĕ.
Паллах, ял çыннисен килтен тухас е инçе çула каяс умĕн электричествăна сỹнтернине тĕрĕслемелле, пỹрте кĕрекен газ пăрăхĕн кранне хупса хăвармалла. Çаксене пурнăçласа эпир хамăра пушар тухасран сыхлатпăр. Мунча кăмаки юсавлăхĕ пирки те манмалла мар. Мăрьепе сурат таврашне те сăнасах тăмалла.
Районти пушар хуралĕн надзор ĕçченĕсем ялсене тухса унта пурăнакансемпе тĕл пулусем туса профилактика ĕçĕсем ирттерсех тăраççĕ. Вĕсем кил-çурта кĕрсе унти пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслеççĕ, пурăнакансене асăрхаттаракан чĕнỹллĕ хутсем парса хăвараççĕ.
А.КЛЯЖЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"