Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУЛЛЕНХИ ТРЕНИРОВКĂСЕМ ПРОФЕССИ ĂСТАЛĂХНЕ ŸСТЕРЕÇÇĔ

14 сентября 2020 г.

Пулăшăва васканă чухне вĕсем çăлавçă çи-пуçне пĕр минутран та сахалрах тăхăнаççĕ. Нимĕнле çÿллĕшрен те хăрамаççĕ, пĕр шикленмесĕрех вут-çулăма кĕреççĕ. Çавăнпах ахăртнех, пушар хуралĕн ĕçченĕн профессийĕ арçын профессийĕсенчен чи харсăррисенчен пĕри  шутланать те.

Асăннă професси çыннисем вăй-халпа çыхăннă тата кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен йывăр ĕçпе кунсеренех тĕл пулаççĕ. Нумай чухне шутласа тăмасăрах оперативлă ĕçлеме,  тивĕçлĕ йышăнусем тума тивет вĕсен.

Элĕкри пушар чаçĕн ĕçченĕсем тăтăшах хăйсен професси ăсталăхне ÿстереççĕ. Ку тĕлĕшпе кулленхи ĕçре тĕл пулакан самантсене тĕпе хурса тренировкăсем ирттереççĕ. Районти пушар чаçĕн начальникĕ Геннадий Архипов пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен Элĕксен пушарти лару-тăрăва туллин сăнлакан ăшăпа тата тĕтĕмпе тултарнă ятарлă вĕренÿ камери пулман. Çавăнпа та кун йышши вĕренÿсене ирттернĕ чухне кÿршĕ района,  Муркашри пушар чаçне, çул тытнă. Тĕрĕссипе палăртсан, тренировкăсене унта-кунта çÿресси пушар хуралĕн ĕçченĕсене те йăлăхтарнă. Çавăнпа та ăшăпа тата тĕтĕмпе тултарнă ятарлă камерăна хăйсем патĕнчех тума шутланă. Ку енĕпе кăçал çăлавçăсем çу каçипех ĕçленĕ.

Сентябрĕн тăххăрмĕшĕнче Элĕкри пушар чаçне Чăваш Республикинче вут çулăм çулне пÿлессипе ĕçлекен службăн начальникĕ Герман Михайлов килсе çитрĕ.

Унпа пĕрле ĕçлĕ çул çÿреве Муркашри пушар чаçĕн начальникĕ Юрий Верюхин, Красноармейскинчен Михаил Арсентьев та тухнă.

Çÿлерех асăннă ятарлă камера пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнăран савăнăçлă лару-тăрурах, хĕрлĕ хăю кассах уçрĕç-ха чи харсăр професси çыннисем. Ун хыççăн ăшăпа тата тĕтĕмпе тултарнă камера ĕçне тĕрĕслемелле тренировка та ирттерчĕç.

- Йывăр планировкăллă хваттерте пушар тухнă. Пурăнмалли пÿлĕмсенче электричество çутин тытăмĕ сиенленнĕ. Пÿлĕмре вара çынсем пур, - «суя» пушар çинчен пĕлтерчĕ Герман Евгеньевич районти çăлавçăсене. Çак тапхăрта вара асăннă камера чăннипех те тĕтĕмпе тулма ĕлкĕрнĕ.

Караулра шутланакан виçĕ çăлавçă çийĕнчех вут-çулăма «кĕчĕç». Тĕрлĕ чăрмав витĕр тухрĕç вĕсем. Алăка лумпа уçма, ишĕлчĕксем айĕпе шуса иртме, инкеке лекнĕ çынсене илсе тухма тиврĕ вĕсен. Палăртнă вăхăт тĕлне хăйсен ĕçне вĕçлерĕç çăлавçăсем.

- Ку чухне пушар командин ĕçĕ темиçе тапхăра пайланать. Пĕрремĕшĕ - вăхăта тăсмасăр инкеке лекнĕ çынсене тупса уçă сывлăша илсе тухасси. Иккĕмĕшĕ - электричество çутине сÿнтерсе, вут-çулăм ăçтан тухнине палăртасси, виççĕмĕшĕ - «хĕрлĕ автан» çулне пÿлесси тата пĕтĕм йышпах уçă сывлăша тухасси. Пирĕн пурте таса сывах, - сиксе тухнă инкеке сирес тесе мĕн хыççăн мĕн тунине пĕлтерсе рапорт пачĕ караул начальникĕ Александр Удяков.  

Чăваш Енре пушар çулне пÿлессипе ĕçлекен службăн начальникĕ Герман Михайлов Элĕксем тренировкăна лайăх шайра ирттернине пĕлтерчĕ. 

Пушар хуралĕн ĕçченĕсен психикин çирĕплĕхне ÿстерес тата кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен кулленхи ĕçре сиксе тухма пултаракан пулăмсене хатĕрлес тĕлĕшпе асăннă йышши тренировкăсене ирттернĕ чухне сасăпа тата çутăпа та усă кураççĕ, çуртсем ишĕлсе аннă, мĕн те пулсан сирпĕннĕ, çынсем кăшкăрашнă ятарлă самантсем тăваççĕ иккен. Тренировка хыççăн Шупашкар хăни Элĕкри пушар хуралĕн ĕçченĕсем мĕнле условисенче ĕçлесе пурăннипе паллашрĕ.

- Асăннă çурта 1963 çулта хута янă. Республикăра кун пек кивĕ пушар чаçĕсем юлманпа пĕрех ĕнтĕ. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшÿллĕн çитес çулсенче Элĕк районĕнче те çĕнĕ пушар чаçĕ туса лартмалла. Паянхи çурт хăш-пĕр нормативсене тивĕçтермест. Апла пулин те Элĕкри çăлавçăсем пирки ÿпкелешес килмест-ха. Хăйсене шанса панă ĕçе туллин пурнăçлаççĕ вĕсем, - палăртрĕ Герман Евгеньевич.

Республикăри асăннă служба та районсенчи çăлавçăсене ĕçлеме тивĕçлĕ майсем туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Нумаях пулмасть районсенчи пушар чаçĕсене çĕнĕ холодильникпа, газ плитипе, хумлă кăмакапа тивĕçтернĕ. Пушартан килсен таса мар çи-пуçа çумалли машина та вырнаçтарнă кунта. Балонсене сывлăш тултармалли  компрессор та туяннă.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ниçта та нимĕн те çунман чухне чаçре шăплăх хуçаланать. Пушă вăхăтра чейпе сăйланса лармаççĕ çăлавçăсем. Шкулти пекех кашни кунах вĕренеççĕ. Диспетчера шутламасăр, пĕтĕм караул конспект çырать. Вут-çулăмра хăйсене мĕнле тытмаллине, аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерессипе, пушарсен çулне пÿлессипе, ĕç хăрушсăрлăхĕпе, инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусене шĕкĕлчет.

Занятисем хыççăн вĕсем хуçалăх ĕçĕсемпе аппаланаççĕ, чаçри тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа кунта кирек хăçан та хăтлă.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика